29 января 2014 г.
Чăваш Ишекри культура çуртĕнче ялăн хисеплĕ гражданинĕ Л. Кураков призне çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ шашка турнирĕ иртрĕ. Ăмăрту виçĕ ушкăнпа пычĕ. Малтан сĕтел хушшине çичĕ çамрăк ларчĕ. Çĕнтерỹçи Ж. Семенов пулчĕ.
Унтан хăйсен шашкăлла выляс ăсталăхне хĕрарăмсем кăтартрĕç. Йышĕ малтанхи пекех пулчĕ. Пуринчен те нумайрах Т. Краснова очко пухрĕ.
Арçынсен вăййи тата интереслентерчĕ. Малти вырăншăн 12ĕн тупăшрĕç. Район шайĕнчи чемпионатра Ыхра Çырми ял тăрăхĕн командишĕн В. Семенов, М. Карсаков тата П. Курманаев та вылярĕç. Хĕрỹ кĕрешỹре пĕр пек очко пухса П. Курманаевпа В. Семенов малти вырăнсене пайларĕç. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: Семеновсен çемйи çак спортпа туслă.
Çĕнтерỹçĕсене Л. Кураков академик грамотăсем, парнесем парса чыс турĕ.
П. ВАЛЕНТИНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)