23 ноября 2013 г.
Хĕр ача амăшĕ çумне çыпçăнать, арçын ача _ ашшĕ çумне тесе ахальтен каламан-тăр. Итлесе пăхар-ха Ыхра Çырми шкулĕнчи 6-мĕш класра вĕренекен ачасен сочиненийĕсенчи шухăшсене. Çакăн пек йĕркесемпе шăрçалаççĕ ачасем хăйсен юратнă çыннисем çинчен:
Журавлева Мария: "Аннен чăтăмлăхĕнчен, ĕçчен-лĕхĕнчен тĕлĕнетĕп. Вăл çавăн пек маттур çын пулнишĕн хĕпĕртетĕп. Аннене кулянтарас мар тетĕп. Уроксенче лайăх паллăсем илсе ăна яланах савăнтарасшăн. Ытла та кăмăллă, ырă вăл. Эпĕ ăна питĕ юрататăп, нумай çул пурăнма, яланах сывлăхлă пулма сунатăп".
Вахитов Камиль: "Эпир йăмăкпа иксĕмĕр те шкултан таврăнсан аннене пулăшатпăр. Аннерен вĕренсе пыратпăр, аннене тĕслĕх вырăнне хуратпăр".
Леонтьева Августинапа Кристина: "Пирĕн анне - чи лайăххи, чи илемли. Вăл пĕçернĕ апат мĕн тери тутлă, кукăлĕсем кăпăшка! Чăн-чăн ал ăсти ман анне. Мĕн кăна çыхмасть-ши. Илемлĕ кофта, шапка, чăлхи-нускийĕсем _ пурте эрешлĕ, илемлĕ".
Тимербулатов Илнар: "Пỹрте чупса кĕретĕп те куçпа аннене шыратăп. Вăл çук пулсан тăрас та килмест. Пур чухне хĕвел пăхнă пекех туйăнса каять. Анне, эсĕ чăннипех те хĕвел".
Камалетдинова Гелюсе: "Мĕн тери телей вăл _ анне пурри. Маншăн вăл çул маякĕ пекех, çухалса кайма, йăнăшма памастех. Анне сăмахĕ, анне вĕрентĕвĕ пур çынна та кирлĕ. Эпĕ ун умĕнче пуç таятăп".
Тельман Андрей: "Çак уяв тĕлне эпĕ хамăн анне валли пĕр парне хатĕрлетĕп. Аннешĕн вăл кĕтменлĕх пулĕ, савăнасса шанатăп. Аннене пĕрре те çăмăл мар. Эпĕ ăна ăнланма тăрăшатăп".
Воробьев Андрей: "Эпир килте аттепе аннен виçĕ ывăл ача, çавăнпа та хĕр ача ĕçĕ тесе тиркесе тăмастпăр, урайне те, савăт-сапине те черетпе çăватпăр. Анне пире пурне те пĕр пек юратать".
Сорокина Настя: "Анне мана пĕрре каласанах эпĕ ĕçе пикенетĕп, йăмăксене пăхатăп _ вĕсем манăн виççĕн. Юмах та вуласа паратăп, тĕрлĕ ỹкерчĕксем тума пулăшатăп. Чирлĕ пичче валли те тимлĕх уйăратăп. Ĕçсем вĕçленсен пире анне пилĕксĕмĕре те хăй тавра пуçтарать те шỹтсемпе савăнтарать".
Алеева Рамзия: "Тусăмсем, тантăшăмсем! Аттепе аннене хисеплер! Вĕсемшĕн эпир яланлăхах ача, пĕчĕк чухне те, ỹссе çитсен те. Пирĕн кашни утăм, кашни ĕç _ анне умĕнче. Тĕрĕс утăмсем аннене савăнăç кỹрĕç".
С. КУЛАКОВА пухнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)