26 октября 2013 г.
Эпир час-часах сывă ỹтре чипер ăс-тăн тесе калама юрататпăр. Анчах çак тытăнса тăтăр тесен тăван тавралăхри пулăмсем çеç çителĕксĕр, тĕрĕс апатланни те кирлĕ. Çакна тĕпе хумалла пурин те.
Ыхра Çырминчи клубра çак темăпа ỹссе çитĕнекен ăру уçă калаçу йĕркелерĕ. "Тĕрĕс апатланни сана та, мана та кирлĕ" чĕнỹпе иртрĕ вăл.
Клуб администраторĕ Х. Мезитова тата тĕслĕхлĕ библиотека ĕçченĕ Г. Айбетова мĕн çиме юрани тата юраманни çинчен каласа пачĕç. "Эсир мĕнле апатланатăр?" тест ыйтăвĕсене хуравлама сĕнчĕç. "Организма тĕрлĕ продуктпа блюда кирлех" вăйă-тренинг пурне те килĕшрĕ. Калаçу кăмăла кайрĕ. Вăл çитĕнекен ăрушăн усăллă пулчĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)