26 октября 2013 г.
590 килограмм хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 380 килограмм кишĕр, 60 килограмм хăяр, 100 килограмм помидор, 1300 килограмм пан улми, 120 килограмм хура пилеш, 180 килограмм сухан çитĕнтернĕ Ыхра Çырминчи вăтам шкул коллективĕ. Купăста та кирлĕ чухлĕ пур. Поварсем виçшер литрлă 85 банка хăяр маринадланă. Пахча çи-мĕç ачасене апатлантарнă çĕре каять. Çакă блюдăсене хатĕрленĕ çĕрте пысăк пулăшу. Çитĕнтерме кашнийĕ тỹпе хывнă.
Килес çулхи тухăçшăн та халех шутлама пуçăннă шкулта. Çавна май çĕре чавса хăварнă.
Ю. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)