02 ноября 2013 г.
Çивĕч ăс-тăнлă, талантлă, вĕренỹре пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă ачасене хавхалантарас тĕллевпе çулленех район пуçлăхĕн стипендийĕпе тивĕçтереççĕ.
2013-14 вĕренỹ çулĕнче сумлă стипендие 5 ача илсе тăрĕ. Çак йыша пирĕн шкулта вĕренекен Александр Воробьев (ỹкерчĕкре) кĕни питĕ савăнтарать. Вăл çак ята вĕренỹри хастарлăхшăн тивĕçнĕ.
Саша уроксене яланах тĕплĕн хатĕрленет. Шкулта ăнсăртран япăх паллă çаклатсан тĕнче йăтăнса аннăнах туйăнать уншăн. Çук, ашшĕпе амăшне кăмăлсăрлантарасран, вăрçасран пăшăрханмасть вăл. Хăй пĕлмен япала пурришĕн, вăхăтра вуласа, тавçăрса илейменнишĕн кулянать. Унтан тата та тăрăшарах вĕренме пуçăнать. 11-мĕш çул "5" паллăсемпе çеç шкул сукмакне такăрлатакан каччă вĕренỹ çулне ылтăн медальпе пĕтерме тĕллев лартнă. Саша тĕрлĕ предмет олимпиадисене, конкурссене хутшăнса хăйĕн тавракурăмне тĕрĕслет. Шкул, район чысне хỹтĕлеме Шупашкара темиçе хут та çитнĕ Саша. Паянхипе кăна лăпланса ларасшăн мар, ялан çĕнĕлĕх анине уçăмлатать. Тĕрлĕ кĕнекесем, энциклопедисем вулама юратать. Уйрăмах общество, истори, физика урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтни те юлташĕсемшĕн вăрттăнлăх мар. Вăхăтпа пĕлсе усă курни ĕçпе кану валли те, юлташĕсемпе курнăçма та, тавра курăма пур енлĕн аталантарма та май парать çамрăка. Ытлашши сăмах вакласа çи-тĕнĕвĕсемпе мухтанасси ют уншăн. "Çамрăк чухне вĕренмелле, умма лартнă тĕллеве темле пулсан та пурнăçламалла. Нихăçан та шанчăка çухатмалла мар. Ах, пулмарĕ, ах пĕтрĕм, тесен вара чăнахах та пĕтетĕн. Пуçа усмалла мар нихăçан та, малалла çирĕп утăмсемпе утмалла", _ амăшĕн çак сăмахĕсене асра тытса хавхаланса пурăнать каччă.
Саша кăçалтан пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленет. Çывхарса килекен экзаменсене ăнăçлă тытса юратнă профессие алла илесшĕн вăл. Унăн тĕллевĕсем çутă, курăмлă. Анчах ачалла мар вĕсем _ пат татса хунăскерсем. Пур çĕрте те, чунра та килĕшỹлĕх хуçаланни, ăнланакан, хавхалантарса пыракан ашшĕпе амăшĕ, юлташсем Сашăна тĕллевсене пурнăçлама пулăшаççĕ.
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)