02 сентября 2013 г.
Çамрăк мăшăра пехил кирлĕ. Унсăрăн çемье тĕрекĕ çирĕп пулас çук. Туй чăн-чăн чăвашла пулмалла, ĕлĕкхи йăлана пăрахмалла мар.
Чăваш Ишекĕнче çуллахи илемлĕ кунсенче икĕ туй кĕрлерĕ. Чăн малтан Курамшинсен Виталий ывăлĕ авланчĕ. Çĕнĕ кин çемьене Каçал тăрăхĕнчен килчĕ. Ун хыççăн Семеновсем те юлас мар терĕç пулас: Сăпас типпине кĕриччен юратнă ывăлĕ Андрей Елчĕк хĕрĕпе пĕр чăмăра чăмăртанчĕç.
Курамшинсен, Семеновсен ĕмĕр ĕмĕрленĕ çуртĕнче илтĕнекен юрă-ташă чăвашлăх чĕрĕлĕвĕ пек туйăнчĕ. Çамрăк кинсем пỹрт ăш-чиккине çĕнетрĕç, чỹрече каррисемпе турум карри çакрĕç, çĕнĕ хăта-тăхлачă пĕр-пĕрне парнесем парса савăнтарчĕ. Саламлама пынă хăнасем мăшăрсене ĕмĕр тăршшĕпе пĕр ĕмĕт шухăшпа пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç, ватăсем пил пачĕç. Уява курма çỹресси вара чăвашăн юнĕпе чунĕнче никĕсленнĕ: ватти-вĕтти пурте савăнать. Чăваш кĕпиллĕ туй арăмĕсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, чуна çĕклеççĕ. Çĕнĕ хăта юррисене те янăратрĕç. Ара, ĕçке-çике ытларах кафесенче, ресторансенче палăртма хăнăхса çитрĕмĕр те, йăла-йĕрке те манăçма пуçларĕ мар-и?
Çĕнĕ мăшăрсем те телейлĕ, куçĕсем савăнăçпа çунаççĕ. Вĕсен куллине куратăн та _ çу хĕвелĕ хăнана килнĕн туйăнать, тумĕ-юмĕ чечеклĕ çарана, улăха аса илтерет, çеçке çурнă çамрăклăх пахчине ертсе каять. Нивушлĕ çак илем те çĕр çинчен çухалма пултарĕ? Этем йăхне малалла тăсакансем пĕрлешеççĕ пулсан, ĕмĕрĕсем вăрăм, чунĕсем пỹрт пĕрени пек таса та ăшă пулччăр, туйри хаваслăх пурнăçран ан татăлтăр!
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)