03 августа 2013 г.
Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухакан студентсене аслă пĕлỹ илни çинчен çирĕплетекен документ панă чухне кашнинех куç илмесĕр пăхса ларчĕ Румия Вахитова. Хăй те çавсемпех шапăлтатса çỹрет мар-и! Сисĕнмесĕр иртет иккен вăхăт. Алла диплом илесси унăн та нумаях юлман.
Кашни студента витĕр пĕлет Румия Рифкатовна. Мĕншĕн тесен, вăл вĕреннĕ вăхăтрах филиалти делопроизводство ĕçне туса пырать. Çамрăксем пурте ун алли витĕр тухаççĕ тейĕн. Пĕрисем курс ĕçĕсене илсе килеççĕ, теприсем семестра ăнăçлă вĕçлени çинчен пĕлтереççĕ, виççĕмĕшĕсене пĕр-пĕр справка кирлĕ... Вĕренĕве ĕçпе çыхăнтарса пыма çăмăл мар. Анчах Р. Вахитова нăйкăшмасть, умма лартнă кирек хăш тĕллевне пурнăçа кĕртет. Çакăнпах ăна вĕренекенсем те, преподовательсем те хисеплеççĕ.
Румия Ыхра Çырминче çуралса ỹснĕ. Ялти шкул сукмакне вун пĕр çул такăрлатнă. Ячĕшĕн çеç çурăм хыçне сумкка çакса çỹремен: кирлĕ чухлĕ ăс пухнă.
-Маншăн шкула урока кайса ларас тĕллев çеç пулман. Мĕн те пулин çĕннине ăша хывассине мала хунă эпĕ. Тăрăшни сая каймарĕ. Аттестат çинче пурĕ те икĕ "4" кăна. Çавăнпа-тĕр университета çăмăллăнах кĕтĕм.- тет Р. Вахитова. Сăпайлă пулнăран ытлашши калаçмасть. Занятисенче, наука конференцийĕсенче вара чăннипех те хастар. Çакна унта хутшăнса туса панă докладсемшĕн малти вырăнсене тухса илнĕ дипломсемпе хисеп хучĕсем те яр уççăн çирĕплетеççĕ. Бухгалтери учечĕ, тишкерĕвĕ çинчен ытларах çырать ĕçĕсенче. Çакă вăл пĕр-пĕр литература произведенине вуласа тишкересси çеç мар. Шут ĕçĕнчи кашни цифра ăçтан тухнине ăнлантармалла. Вĕреннĕ хушăрах ĕçлĕ практикăсенче те пулать Румия.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче хĕр ялти "Жизнь" çĕр ĕç фирмине çул тытать. Ытти чухне вара "Батыревский" апат-çимĕç комбинатне çитет. Спортсменка пулни кирек хăш енчи çула та кĕскетме май парать. Ку енĕпе те Р. Вахитова харсăр пулнă. Хĕр портфолиовĕнче миçе грамота пулнине шутласа та пĕтереймĕн. Спортăн тĕрлĕ енне килĕштерет вăл. Румия шашкăлла та выляма маçтăр. Турă пĕр çынна çакнашкал пултарулăх панинчен тĕлĕнес килмест. Çавна май Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн талантлă çамрăка стипенди памалла тунă та ĕнтĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)