22 июня 2013 г.
- 42 çул хушшинче шкулта кам кăна пулса ĕçлемерĕм-ши: библиотекарь, лаборантка, çĕрлехи няня, ĕç учителĕ, повар... Эпир пĕçернĕ апата çисе ỹснĕскерсем хăйсем те асатте-асанне, кукаçи-кукамай пулнă ĕнтĕ. Халĕ вĕсен мăнукĕсем вĕренỹ çуртне çỹреççĕ,- кăмăллăн калаçать ачасен сывлăха çирĕплетмелли лагерĕнче канакансене яшка антарса панă майăн Ыхра Çырминчи М. Ямалетдинова.
Ĕç стажĕ пиллĕкмĕш теçеткене куçнă унăн. Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ Минзиан Султановнана. Вăхăтĕнче вара çие тăхăнмалли тум тир те пулман. Çавăнпа малалла вĕренме каяйман та вăл. Амăшĕ пĕччен пăхса ỹстернĕ хĕр ачана. Тăрăшса вĕренни çинчен çирĕплетекен аттестатне кирек хăçан алла илсен те çити-çитми пурнăç куç умне тухса тăрать унăн.
Хальхи ачасем чăнах та ирĕккĕн ỹсеççĕ. Мĕн çиес, тумланас тени пур. Лагере çỹрекенсенех илер. Куллен пахча-çимĕç салачĕ, ашпа пĕçернĕ яшка, тĕрлĕ пăтă, печени-конфет, натуральнăй сок тивĕçет. Çак апата иртнĕ ĕмĕрти вăрçă çулĕсем хыçĕнчен çуралнисем курайнă-им-ха!
Самана таппине ăнланнă ун чухнехи шкул ертỹçи З. Араев. Вĕренỹ çурчĕн алăкне килсе тытнă Минзиана çакăнтах тĕпленме пулăшнă. Паянхи кунчченех М. Ямалетдинован пĕр ĕç коллективĕ. Савăнăçне те, хуйхине те çакăнта пайлать хĕрарăм.
-Маларахри çулсенче Треньелĕнчи В. Эльмуковапа чылай вăхăт ĕçлерĕмĕр. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Унтан З. Вахитова,Ф. Алиуллова вĕри плита умне тăчĕç. Пĕр тăвансем пекех пулса кайрăмăр. Пĕр-пĕрин патне кайса çỹретпĕр, çуралнă кунсене, ытти уявсене пĕрле палăртатпăр, - тет Минзиан Султановна.
Ăрăва малалла тăсакан тĕпренчĕкĕ вĕрентỹ системинчен М. Ямалетдинован. Канашри финанс техникумĕнчен, унтан Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вырнаçнă кунта. Ăна та хăй пекех ĕçе тĕплĕн тума, çынпа пĕр чĕлхе тупма вĕрентет амăшĕ. Паянхи шкул ертỹçипе те ĕçлеме кăмăллă поварсене. Апат хатĕрленĕ чухне тутă кĕртмелли пурте алă айĕнче вĕсен. Шкул пахчи пысăк. Унта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăрăшнипе çу каçиччен мĕн кăна çитĕнтермеççĕ-ши. Купăста, хăяр, помидор, сухан... хатĕрлеççĕ. Хăшне-пĕрне тăварлаççĕ, пан улмисене типĕтеççĕ, çырласенчен варени тăваççĕ тата ытти те.
-Телейĕм те, савăнăçăм та кулленхи ĕçре манăн. Пурнăçра хуйхи-суйхине сахал мар куртăм. Мăшăрпа ывăлăм вăхăтсăр вилчĕç. Ĕçре çеç чун канăçать. Ĕçлесчĕ-ха сывлăх пур чухне,- тет кăмăллăн ĕç ветеранĕ Минзиан аппа.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)