Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаççĕ, вăй-хала çирĕплетеççĕ

11 июня 2013 г.

 Шкулсенче вĕренекен ачасемшĕн тахçантанпах кĕтнĕ хаваслă каникул пуçланчĕ. Тепĕр вĕренỹ çулĕччен çитĕнекен ăрăвăн чăннипех те канмалла, сывлăха çирĕплетмелле. Кану усăллă ирттĕр тесе аслисем те сахал мар тăрăшаççĕ.

Вуннăмĕш классене çỹренисем акă районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕç бригадисене çырăннă. Вĕсене уншăн укçа та тỹлеççĕ. Çакнашкал бригадăсем Аслă Чементи, Ыхра Çырминчи, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче ĕçлеççĕ.

Кĕçĕнреххисемшĕн вĕренỹ çурчĕсенче сывлăха çирĕплетекен лагерьсем уçăлнă. Каникул вăхăтĕнче вĕсене районти 1006 ача çỹремелле. Пĕрремĕш сменăра 461, иккĕмĕшĕнче - 264, виççĕмĕшĕнче 281 вĕренекен канĕ. Хальлĕхе лагерьсем Алманчăри, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Ыхра Çырминчи, Нăрваш Шăхалĕнчи, Хирти Пикшикри, Сăкăтри, Турханти, Туçари, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ, Çĕнĕ Ахпỹртри шкулсенче ачасене пĕрремĕш сменăна йышăннă. Вĕсен канăвĕпе тĕплĕнрех интересленес тĕллевпе Ыхра Çырминчи вăтам шкула çитрĕмĕр. Пĕрремĕш сменăна 32 ача çỹрет. Канупа кашниех кăмăллă. Лагерь ертỹçи Р. Вахитова кулленхи кун-йĕркипе кăмăллăнах паллаштарчĕ.

- Çут çанталăка упрамалли çулталăкра çитĕнекен ăрăва тăван тавралăхпа çывăхлатас, хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытма хăнăхтарас тĕллеве тĕпе хуратпăр. Вĕсен канăвне планпа килĕшỹллĕн йĕркелесе пыма тăрăшатпăр. Малтанах наци паркне çỹл çỹреве тухрăмăр. Унта курса тĕлĕнмелли самай пулчĕ. Стена хаçачĕсем кăларчĕç. Ушкăнпа тĕрлĕ вăйă выляни, конкурссене хутшăнни, викторинăна явăçни те ачасен тавра курăмне ỹстерет,- тет кăмăллăн Раиля Зиатдиновна.

Ирхи апат çинĕ ачасем поварсене ушкăнпа тав туса выляв площадкине тухрĕç. Тулли кăмăлпа апатланма меню та чухăн мар: пăтă, бутерброд, сок, печени... Кăнтăрлана чăх ашĕпе яшка, сарделкипе хуратул пăтти. Сиплĕ чейрен выляв площадкинче те татăк тăратмаççĕ. Канĕхфет, печени, улма-çырла кулленех лекет.

Çуллахи вăхăтра ашшĕ-амăшĕн килсенче ĕç нумай. Пахчана çумран тасатмалла, выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла. Çитĕнекен ăрăва вăхăтлă апат хатĕрлесе çитерме е унпа пĕрле пулма кашниех ерçеймест те. Кану лагерĕнче вара çитереççĕ, кантараççĕ, выляттараççĕ. Тунсăхлама пачах та вăхăт çук. Л. Ахметовапа А. Зейнетдинова воспитательсем (вĕсемех учителĕсем) тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ. Çавăнпа ачасем кун иртнине те сисмеççĕ. Ал-урана ĕçпе пиçĕхтереççĕ Ĕç бригадине çырăннисем - 25ĕн. Вĕсене валли те тивĕçлĕ ĕç тупăннă. Усăсăр ларакан хуралтăран хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрсене упрамалли пỹлĕм тăваççĕ вĕренекенсем. Унччен котельнăй пулнăскере, хăрăм-тĕтĕмрен тасатнă, шуратнă. Урайне тикĕслесе сараççĕ. Вĕсен ĕçне И. Камалетдинов физкультура учителĕ йĕркелесе тăрать.

Шкула куллен утакансем татах та пур. Производство практикин сехечĕсене тултаракансем вĕсем. Вуншар кун черетпе ачасем шкул пахчинче ĕçлеççĕ. Кунта вĕсем акнă-лартнă пахча-çимĕçе çитĕнтереççĕ. Ку енĕпе шкул участокĕ пуян. Теплицăри хăярсем сап-сарă çеçкере. Помидор, купăста, кишĕр, сухан йăранĕсем чуна илĕртмелле курăнса лараççĕ. Хурлăхан тĕмĕсем çупкам-çупкам çырлаллă. Хура пилеш те ăнса пулассăн туйăнать. Йăрансенчи чечексем пĕринчен тепри тĕрлĕ тĕспе çеçке çурнă. Лутри те, çỹллĕ ỹсекенни те, тĕмпе лараканни те, сарăлса тымар яни те пур. Тутлă шăршă таврана сарăлать. Вĕсен тавра ачасем вĕлле хурчĕсем евĕрех сырăнаççĕ.

- Шкул пахчи çитĕнекен ăру апатне йỹнеçтерме чылай пулăшать. Хăвăрах куратăр: мĕн кăна çитĕнмест кунта. Кăшт маларах помидор, купăста калчисене ял халăхне сутрăмăр. Часах çырласем пиçсе çитеççĕ. Хĕл валли нỹхреп тулли кĕр пуянлăхĕ пулать пирĕн,- тет М. Ямалетдинова повар.

Пахча ĕçне йĕркелесе пырасси Т. Даутова ĕç учителĕ çинче. Вăл ачасен практикине те сăнаса тăрать. Хăш культурăна мĕнле пăхса çитĕнтермеллине вĕрентет. Каникул пуçланни иккĕмĕш эрне çинче пырать пулин те шкул алăкĕсем яриех уçă. Ачасен йышĕ те чакман тейĕн. Вун пĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсем экзаменсем тытаççĕ. Ытти пушăраххисем районти ачасен акатуй-сабантуйне хутшăнма стендсем хатĕрлерĕç. Ĕçĕ татах та пур. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕнче производство бригадисен конкурсĕ пулать. Айккине юласшăн мар Ыхра Çырмисем. Ăна валли хаçатсем кăларса ташă-юрă вĕренеççĕ. Шутлă кун часах иртет. Çу каçнине те сисмĕпĕр. Çавна шута илсе ытти юсав ĕçĕсене те пуçăннă шкулта. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕнхи тĕрĕслевре пите хĕретесшĕн мар вĕсем.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика