01 июня 2013 г.
Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесессĕн ял халăхĕ авалтанпах ака пăтти çинĕ, пурте пĕрле пуçтарăнса уява тухнă. Унта вылянă-кулнă, юрланă-ташланă, тĕрлĕ ăмăрту йĕркеленĕ.
Кăçал çакнашкал уява уçакансем районта Ыхра Çырмисем пулчĕç. Çак ятпа ял тăрăхĕнче пурăнакансене, хăнасене, ентешсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Айбетов, "Жизнь" çĕр ĕç фирмин ертỹçи Р. Санзяпов, Раççей вĕрентỹ академийĕн членĕ Л. Кураков тата ыттисем саламларĕç.
Кунтах ака паттăрĕсене хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕç, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем савăк юрăсем шăрантарчĕç.
Ыхра Çырминче маларах пĕрремĕш хут "Ял шăпчăкĕ" фестиваль-конкурс ирттернĕ. Унта 20 ытла юрăç хутшăннăччĕ. Сумлă жюри юрăçсене 14 номинаципе хакланăччĕ. Пултаруллисем вара акатуя хутшăнчĕç. Вĕсен ăсталăхне уçланкăри халăх кăмăлтан йышăнчĕ.
Ыхра Çырмисем ака пăттине пуçласа çиекенсем пулчĕç. Июнь пуçламăшĕнче Ишлĕ, Туçа, Анат Туçа, Треньел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Нăрваш Шăхаль, Первомайски ялĕсенче ирттерме палăртнă. Сăкăтсем троицăра пухăнасшăн.
Тарласа ака тунă хыççăн юрласа канма кăмăллă.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)