30 апреля 2013 г.
Общество: военно-патриотическое воспитание
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Чăваш Ишек - пĕчĕк ял. Çавăнпа кунта пур çĕнĕлĕх те кашни киле туххăмрах çитет. Çапла пĕр икĕ-виçĕ çул каялла çимĕке Калининградра пурăнакан Николай Николаевич Васильев Тинĕс флотне питĕ çывăх тумтирпе укăлчаран иртнĕ-иртменех унталла та кунталла хыпар-хăнар сарăлнă: "Пирĕн Коля контр-адмирала çитнĕ!".
Ĕлĕкрех ăна виçĕ пысăк çăлтăрлă полковник тумĕпе курма хăнăхнă та, ултă теçеткенелле утакан ентеш çар картлашкипе çỹлелле тепĕр утăм тăвасси никама та иккĕлентермен. Ентешпе çывăхрах паллашас шухăш ун чухнех çуралнăччĕ. Анчах сайра хутра кăна отпуска килекен çын çуралнă ялĕнче вăрах тытăнса тăман-мĕн: ашшĕпе амăшĕн вил тăпри çинче пулнă хыççăн каялла çула пуçтарăннă.
ИРТНĔ ÇУЛ тĕл пулма тỹр килчех.
Мăшăрĕпе тата саккăрти мăнукĕпе канма Анапăна кайнă чухне тăван çĕр-шывне чарăннă "адмиралпа" (унăн иккĕ-мĕш сыпăкри шăллĕн, Патăрьелĕнчи ветеринари станцийĕн тĕп врачĕн Петр Ефимовăн тивлечĕпе) сĕтел хушшинче вĕри чей ĕçсе ларма та, унтан сад пахчинчи ватă пан улми çумĕнчи сак çинче тем вăхăт калаçма та май пулчĕ. Тăнлавсем кĕмĕл-ленсен арçыннăн аса-илỹ нумай, кăвапа пăрахнă кĕтесре тăван чĕлхепе калаçнăçемĕн калаçас килет.
Николай Николаевич çỹллĕ те патвар арçын. Джинс шăлавар тата çăтă тытакан кĕске çанăллă футболка тăхăннă ỹт-пỹре юн вĕрет тейĕн. Хăйне-хăй тыткаланинче те кадрти офицер кĕрнеклĕхĕ яр-уççăн курăнать. Тавра курăмĕ пысăк, ăслăн, шухăшласа сăмахлать. Çынна та итлеме пĕлет. Мăнна хунине те, сăмса каçăртнине те туймарăм. Маттур! Калаçăва ачаранах пуçларăмăр. Вăл 1952 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ишекре çуралнă. Ашшĕ-Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи участникĕ, пĕрремĕш ушкăнри сусăр, амăшĕ - колхозница. Интеллигенци çемьинче çитĕнмен темелле. Апла пулин те улттăрах шутлама вĕреннĕ, сас паллисене уйăрнă вăл. Çавăнпа-и, шкул сакки çине те пĕр çул маларах ларма шикленмен. Кун пек тума йĕрке хушман-ха. Çапах та класс учительници Клавдия Прохоровна Харитонова алă сулнă çеç. Хăйĕн (Кольăран та кĕçĕнрех) ывăлĕ те куллен шкула чупать мар-и ара: "Çỹрет-çỹрет те пăрахать акă. Тупăнаççĕ ун пеккисем пурнăçра!" Ыттисенчен сахалтан та вун икĕ уйăх кĕçĕннине пăхмасăр Коля мĕн пур предметпа лайăх ĕлкĕрсе пынă, уйрăмах историпе георграфине кăмăлланă иккен. Унтан кỹршĕллĕ Ыхра Çырмине куллен чупа-чупа сакăр класс пĕтернĕ. Çăмăл маррине пăхмасăр тепĕр икĕ çул çỹресе çакăнтах вăтам пĕлỹ илме те тĕв тунă.
Çапах та тепĕр чухне хамăр пĕтĕмпех шухăшланă пек пулмасть çав. Пĕррехинче яла Крымран темле вичкĕн калаçакан вербовщик килнĕ те яш-кĕрĕме аслă çур утрава, Хура тинĕс хĕрринчи пĕр совхоза улма-çырла пуçтарма каймашкăн астарнă. Коляна та илĕртнĕ кăнтăр. Вара вун пиллĕкри яш (романтик темерĕн!) çак ушкăна çырăннă, вăрăм çула тухнă. Лере вара çивĕч ачана яваплăрах ĕçе те лартнă - объезчик туса хунă, бригадăри комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. Çапла виçĕ уйăх кăна мар, ытларах юлма та килĕшнĕ. Çавăнтах тĕпленсе кайнă пулĕччĕ-и, тен. Анчах çулталăкран килтен ашшĕ чирлени пирки телеграмма çитнĕ. Йĕкĕт пĕтĕм япалине пуçтарса яла килме тухать. Çул - Мускав урлă. Тĕп хулара пуйăса вăрах кĕтнĕ хушăра адрес бюровĕ урлă амăш йăмăкĕн адресне шыраса тупать те ун патне хăнана кĕрет, хăй çинчен тĕплĕн каласа кăтартать.
Хула çынни хула çынниех çав, вĕренмесĕр çыннăн малашлăхĕ çуккине лайăх ăнланать: йĕкĕте пĕр-пĕр вĕренỹ заведенине кĕме хистет. Коля çак сĕнỹпе те килĕшет, 63-мĕш профтехучилищĕне суйласа илет. Пĕрлех каçхи вăтам шкула çырăнать - чăннипех те саккăр пĕтернипе кăна малалла каяймăн. Икĕ çултан вăл монтажник специальноçне алла илет. Хĕрлĕ дипломлă специалиста тỹрех пысăк (тăваттăмĕш) разряд параççĕ те çав вăхăтри сумлăран та сумлă стройкăна - Останкино телебашнине тунă çĕре - яраççĕ. Инструкци тăрăх тỹпере пилĕк сехетрен ытла ĕçлеттермеççĕ. Смена хыççăн вăхăт нумай. Унпа усă курса Коля ыттисем пек хула урамĕсем тăрăх тĕлли-паллисĕр çапкаланса çỹремест, "Труд" спорт обществине çырăнать те тĕрлĕ секцире сывлăхне тĕреклетет. Халĕ ĕнтĕ алăра вăтам пĕлỹ аттестачĕ те пур.
- Манăн çамрăклах çар çынни пулас ĕмĕт çуралнăччĕ, - аса илỹ çăмхине малалла сỹтет Николай Иванович. - Ялти шкулта вĕреннĕ чухне тахăш çулхине пирĕн класа Ишек çынни Абужаров офицер тĕл пулăва килнĕччĕ. Эпĕ çавăн чухне пĕрремĕш хут чĕрĕ лейтенанта çывăхран курнăччĕ. Куç илми ăмсанса пăхса ларнăччĕ ун çине-кительне, пакунне, кăкăр çинчи значокне...
Çĕр-шыв хỹтĕлевçин çирĕп сывлăхлă пулмалла. Акă мĕншĕн хăвăрт чупма, йывăр кире пуканĕ йăтма, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма, тĕл пеме, шывра ишме, самбо мелĕпе кĕрешме хăнăхмалла! Хăнăхать те. Уншăн бокс та ют мар. Спортăн çак тĕсĕпе, сăмахран, Николай Мускав хулинче призывниксен хушшинче мала тухассишĕн пыракан ăмăртура финала та лекет. Анчах сăмсаран вăйлă аманнипе больницăра выртма, пысăк шанăç паракан кĕрешỹрен пăрăнма тивет. Кĕçех качччăн салтака кайма ят тухать.
Хĕсмете Николай Демократиллĕ Германи Республикине лекет, инженери çарĕнче водолаз инструкторĕ пулать. Çар ĕçĕпе хавхаланса пынă май яш ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçлама1971 çулта Калининградри Жданов ячĕллĕ аслă çар инженери училищине вĕренме кĕрет, пилĕк çулта çар ăсталăхне алла илет. Малалла служба списокĕнче - ятарлă разведкăн уйрăм взвод тата рота команирĕ, полкăн инженери службин пуçлăхĕ, дивизи инженери службин аслă инженерĕ, уйрăм тăракан чаç командирĕ. Николай Николаевич икĕ теçетке çул командовани хушăвĕсене пурнăçласа чылай чухне вилĕме куçран пăхнă.
Ахальтен мар ĕнтĕ унăн кăкăрне виçĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ илемлетет. Ку наградăсене, паллă ĕнтĕ, пысăк хăрушлăхпа çыхăннă çар заданийĕсене пурнăçлакансем кăна тивĕçеççĕ. Венгрире пĕр чаçре икĕ çул çурăра ротăна тĕслĕхлĕ шая çитернĕ капитана 1980 çулта Çурçĕр Кавказ çар округне куçараççĕ, полкăн инженери службине ертсе пыма çирĕплетеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çурăлмасăр-сирпĕнмесĕр юлнă боеприпассене сиенсĕрлетесси. Тупă сассисем лăпланнăранпа вăтăр пилĕк çул иртнĕ пулсан та ахрăмĕ халĕ те килсех тăрать-мĕн. Таврара - мирлĕ пурнăç шавĕ. Анчах çурт-йĕр лартма котлован алтма пикенетĕн - тутăхнă снарядсем тухаççĕ. Трактор çĕр кăпкалатать - плуга авиабомба çакланать, пахча чаватăн- кĕреçене мина лекет. Çакăн пек тĕслĕхсем хаяр çапăçу пынă Ставрополь тăрăхĕнче, Краснодар таврашĕнче, Терек юхан шывĕ тăрăх уйрăмах йышлă.
- Тепĕр чухне хама пăхăнса тăракансене шанмасăр автомашина кузовĕнчи хăйăр çине хунă тырă миххинчен пысăк бомбăна ыталаса выртса пыни те сахал мар пулнă, - аса илет паян Николай Николаевич.
- Унăн взрывателĕсем виççĕ е ытларах та. Пĕри-пĕри кирек хăш самантра та чĕрĕлсе кайма пултарать. Пыратăн вара хăлхапа механизмĕ хускалнипе хускалманнине итлесе. Çурăлса кайсан та çамрăк салтак шар ан куртăр тенĕ. Аса илме те хăрушă! Виçĕ çулта пирĕн ентеш тĕнче чухлĕ (600 пин снарядпа мина), çав шутра 448 авиабомба тĕп тума хутшăннă. Пĕрремĕш орден шăпах çакăншăн. 1983 çулта ăста специалиста, десант офицерне Афганистана кайма хушу парççĕ. Туллă-сăртлă çĕр-шыв унăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Шăпах çак тапхăрта кунта мина вăрçи пынă. Икĕ çул хушшинче аманнă та, контузи те илнĕ. Аташăн сулахай алли çинче пĕр тĕлте çăпан пек шуралса тăртаннă вырăна асăрхатăп.
- Çулланнă май осколкăсем тухма пикенчĕç, - пăлханнине сиснĕн ăнлантарать Николай. - Пĕлтĕр çапла пĕр тимĕр ванчăкĕ шыçса пỹрпе пĕрле тухрĕ. Организм ют япаласене хăвалать ахăртнех. Аманнă чухне аванах тасатнине калатчĕç. Чĕрĕк ĕмĕр çывăрнă хыççăн вăранчĕç иккен... Афган вучĕ витĕр тухнă майора тăван çĕр-шывра лăпкăрах вырăн сĕнмелле пек. Анчах унăн чăтăмлăхне тĕрĕслемелли вăхăт пĕтмен иккен-ха. Ăна çĕнĕ хушу кĕтет: службăна ГДРта малалла тăсмалла. Кунта вăл кĕске хушăрах чаç командирĕ пулса тăрать, ăна кăтартуллă-тĕслĕхлĕ шая çитерет. Берлин стенисене ишсе антарнă хыççăн (1990 çулта) çичĕ эшелонпа чаçăн мĕн пур хĕç-пăшалĕпе пурлăхне, çар çыннисемпе çемйисене хамăр пата илсе тухма тивет. Çĕнĕ вырăн - Владикавказ çумĕнчи пушă хир. Вырнаçтармалла, апатлантармалла, сыхламалла. Çĕр-çĕр ыйту... СССР юлашки сывлăшпа сывлать. Мускава çĕр-шыв хỹтĕлевçисен ыйтăвĕсем мар, ытларах политика интереслентерет.
Николай Николаевич пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса килнĕ чухне сиксе тухакан йывăрлăхсене те тỹсĕмлĕн чăтса ирттерет, чаç ĕçĕ-хĕлне устав хушнă пек йĕркелет. Кĕçех ăна Калиниграда куçараççĕ. Кунта вăл тинех çемйипе пурăнма уйрăм кĕтес тупать. Тĕлĕнмелле те, унăн хăтлă хваттерĕ шăпах хăй вĕреннĕ малтанхи çар училищипе юнашар. 1994 çулта çартан кайма рапорт çырать.
Хемингуэй калашле: сывă пул, хĕç-пăшал! "Пуç пулсан хăмăт тупăнать", тенĕ ваттисем. Малтан Николай Николаевич Калиниград облаçĕнчи юхан шыв инспекцийĕн инспекторĕнче ĕçлет. Унтан - инспекци пулăхĕ те. Халĕ виççĕмĕш çул - анклаври Гвардейск районĕн шыв судоходствин ертỹçи. Вăл 500 çухрăм ытла тăсăлакан каналсемшĕн тата юхан шывсемшĕн яваплă. Федераци шайĕнчи патшалăх учрежденийĕн етрỹçи пулнă май унăн ятарлă тумĕ чăннипех те Тинĕс çарне питĕ çывăх: çỹллĕ те чаплă карттус, петлица çинче - юман çулçи....- ăна чăннипех те контр-адмирал тесе шутламалла.Сас-хура ахаль тухмасть. "Хамăр ялсем мана пысăк çар пуçлăхĕ тесе хаклани савăнтарать те, - сăпайлăн кулать Николай Николаевич.
- Чыслă ята çĕре ỹкерес марччĕ ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ полковниках. Юлатăп та. Чунпа вара- десантник".
Н. Ларионов.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)