Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçĕн хакĕ сумлă

14 июня 2012 г.

Пĕтĕм Тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун иртсе кайрĕ пулин те, ырă çынсен парнисем пĕчĕк хуçисем патне çитсе пĕтмен-ха. Урăхла каласан, ачасемшĕн уяв малалла тăсăлать. Çак кунсенче Д. Ахметова ра-йон нотариусĕ пуçарăвĕпе тата ырă кăмăллăхĕпе Чăваш Республикинчи ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлекен районти уполномоченнăй представителĕ, Патăрьелĕнчи “Çăлкуç” профилактори врачĕ Д. Гайнуллина Ыхра Çырминчи Алимовсен çемйинче пулчĕç, чун тĕпренчĕкĕсене тĕрлĕрен парнепе савăнтарчĕç (ÿкерчĕкре).

Энже, Фиргис, Фениль çăмăл мар условисенче çитĕнсе воспитани илеççĕ. Çичĕ çул ĕнтĕ ашшĕпе тата аслашшĕ-асламăшĕпе çеç çитĕнеççĕ. Вĕсене пурнăç парнеленĕ çăмăлттай амăшĕ килтен тухса кайнă, пĕрре те таврăнман. Çитмĕл урлă каçнă ватăсене паян пенси укçипе çеç мăнукĕсене кирлĕ пек пăхма, тумлантарма çăмăл мар. Çапах пепкесем хăйсене ыттисенчен пĕрре те катăк ан туйччăр тесе тăрăшаççĕ. Пĕрлех вĕсем ачасене кил-тĕрешри, хуçалăхри ĕçсене явăçтараççĕ, пушă вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе тимлеççĕ.

Ĕмĕр тăрăшшĕпе дояркăра ĕçлесе пиçĕхнĕ Фахретзян Назиповнапа трактористра тăрăшса хисеп çĕнсе илнĕ Абзалетдин Шарафутдинович хăйсен çем-йине çакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн, ачасене пысăк савăнăç кÿнĕшĕн чун-чĕререн тав турĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика