Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ никĕсне – çĕнĕ стандартпа

07 апреля 2012 г.

2011-2012 вĕренÿ çулĕнче Ыхра Çырминчи вăтам шкулта 200 яхăн ача пĕлÿ пухать. Вăсене 24 педагог ăс парать. Çитĕнекен ăру шучĕ çывăх малашлăхра чакмасть-ха. Çакă педагогика коллективне те савăнтарать. Класри ача шучĕ йышлăрах пулни лайăх. Кирек хăшĕнче те лидерсем пур. Вĕсенчен ыттисем ырă тĕслĕх илеççĕ. Тĕрлĕ мероприяти ирттерме те кăмăллă. Район шайĕнчи конкурссене, олимпиадăсене суйласа ярасси те йывăрлăх кÿмест.

Пĕрремĕш класранах çирĕп пĕлÿ пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи вĕ-ренÿ çулĕнчен, акă, ачасем вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандар-чĕпе пĕлÿ пухаççĕ. Пуçласа парта хушшине ларнăскерсене Х. Яббарова вĕ-рентет. Ресиме Халиулловна çĕнĕлĕхе малтанах хăй алла илнĕ – вĕрентÿре кирлĕ материалсем пуçтарнă. Унăн вырăс чĕлхипе вĕрентмелли умри тĕлле-вĕсене республикăри вĕрентÿ министерствин сайчĕ çине те вырнаçтарнăччĕ. Апла-тăк, вăл чылай шкулти педагогшăн ĕçре усă курмалли тĕп çул-йĕр те пулчĕ-тĕр.

Р. Яббарова ытти классемпе ĕçлекен А.Зайнетдинова, Л. Ахметова, Г. Ямалетдинова педагогсемпе канашласа вăй хурать. Хăй мĕн пĕлнине ыттисене пама тăрăшать, ĕçри юлташĕсен ыррине ăша хывма манмасть.

Вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕ çула тухни нумай вăхăт мар. Апла пулин те шкула занятинче усă курма принтер, сканер, мультимедиа проектор таранах килнĕ. Пуçламăш класранах вĕсемпе ĕçлеме хăнăхни ачасен тавра курăмне ÿстерет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика