02 марта 2011 г.
“Киле кĕрсен ,ай, мĕн лайăх, ача-пăча сасси лайăх” тесе шăрантараççĕ юрăра. Ыхра Çырминчи Яфизовсен çемйинче вара пĕр “çĕнĕ ка-йăк” çеç мар, харăсах иккĕ вĕçсе килнĕ. Эмир Рахимулловичпа Зельфия Альфиковна пулас пăхаттирпе чиперккене Дияз тата Диля тесе ят панă. Иккĕ пулсан та пĕчĕк пепкесем патвар çуралнă: пĕри 3170, тепри 2730 грамм тайнă. Ашшĕпе амăшĕ ачисем хăйсем пекех канлĕ, илĕртÿллĕ пулнăшăн тем пекех хĕпĕртеççĕ. Çемьери пĕрремĕш мăнуксемшĕн аслашшĕпе асламăшĕ Рахимулла абыйпа Гельзиян аппа та савăнăçне пытараймаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)