Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОН ЧЫСНЕ ХÿТĕЛЕРĕ

08 апреля 2009 г.

Шкулта тăрăшса вĕренекен ачан ĕçĕ питĕ нумай. Уроксене хатĕрленнисĕр пуçне предмет олимпиадисене, наукăпа практика конференцине, ытти мероприятисене хутшăнать вăл. Обществăлла ĕçрен пăрăнмасть. Активли çинех ытларах та ытларах тиеççĕ. Шăпах çаксенчен пĕри тесе калас килет Ыхра Çырминчи Ю. Кулаковăна (ÿкерчĕкре). Ку хутĕнче Юля Шупашкарти ачасемпе çамрăксен ăсталăх керменĕнче иртнĕ конкурса хутшăнчĕ. Унта кайма районти мероприятинче çĕнтерни пулăшрĕ. Çамрăксемпе ачасен лидерĕсем хушшинчи республикăри конкурс виçĕ ушкăнпа пулчĕ. Пĕринче 12-13 çулсенчи, иккĕмĕшĕнче – 14-18, виççĕмĕшĕнче 18-25 çулсенчисем ăмăртрĕç. Юля пĕрремĕшне çакланчĕ. “Манăн толерантлă шкул” темăна хÿтĕлерĕ. Унта видеоролика презентациленине çеç шута илмеççĕ. XXI ĕмĕрти шкул пурнăçĕн проектне, портфолиона тишкереççĕ. Сумлă жюри умĕнче çухалса каймарĕ Ю. Кулакова. Вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе кубокпа диплома тивĕçрĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика