22 ноября 2008 г.
«Авангард» хаçатăн октябрĕн 22-мĕшĕнче тухнă номерĕнче «Сăн ÿкерчĕк айăплать» заметка пичетленнĕччĕ. Унта Ыхра Çырминчи хăш-пĕр урамра пылчăк çăрăлни çинчен çырнăччĕ. Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхĕ Э.Ахметов редакцие çапла пĕлтерчĕ:
“Хаçатра çырни тĕрĕсех. Тукай урамĕн тăршшĕ 1384 метр. Ăна аслă урампа пурăнакансен пуçарăвĕпе вак чул сарса çыхăнтарнă. Пĕлтерĕшне кура асфальт сармалли программăна кĕртнĕ. 2011 çулччен çакăн валли 20, 7 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Çапах та ялăн кăнтăр енче пурăнакансене Центральнăй урама тирпей-илем кĕртме хутшăнма чĕнетĕп. Ку урамра шкул вырнаçнă. Ун тăрăх шкул ачисен 70 процентне яхăн тата чылай транспорт çÿрет. Заметка авторĕн те ку ĕçрен айккинче юлас марччĕ”.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)