12 января 2008 г.
Аслă Чементи вăтам шкулта класс тулашĕнчи ĕçсен ертÿçи Н.Зотова пуçарнипе “Минута славы” конкурс иртрĕ. Ачасем унта юрларĕç, ташларĕç, шутларĕç. Фокус кăтартакан та пулчĕ. 1-мĕш вырăна “Ассорти” ушкăн тухрĕ. Вĕсен ташши тĕрлĕ элемент тунипе тыткăнларĕ. Иккĕмĕш вырăна М.Халитовăпа М.Тимайкина пайларĕç. Виççĕмĕшĕнче вара вăтам тата кĕçĕн ушкăнсенче ташлакансем пулчĕç. Кунта, паллах, М.Медведевăн тÿпи пысăк.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)