21 ноября 2022 г.
Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакансем те сывă пурнăç йĕркине мала хураççĕ. Кунта çулленех тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ иртет. Хĕлле йĕлтĕр çине тăраççĕ. Çуллапа кĕркунне волейбол, футбол вăййисем илĕртеççĕ.
Ку хутĕнче "Айтуш" уçланкăра Н.Карзакова асра тытса мини футбол турнирĕ йĕркелерĕç. Ăна пуçараканĕ В.Дубинин çамрăк пулчĕ. Унта 8 команда хутшăнчĕ. Çак вăййа кăмăлакансем районĕпех пухăннă. Куракансем те 100 çынран кая мар. Вăйă йĕркине Т.Семенов тирпейлесе тăчĕ. Патăрьелĕнчи "Дружба" команда Кивĕ Катекри "Керамикăна" 3:2 шутпа çĕнтерсе мала тухрĕ. Куçса çỹрекен кубока, медальсене тивĕçрĕ. Чĕмпĕр облаçĕнчи Сăр районĕнчи "Чеботаевка" вара "Сидели" командăна çĕнтерсе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Вăййа хутшăнакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Н.Кузнецова, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ В.Фролов, Тури Чакă ял старости И.Никитин саламларĕç.
Çĕнтерỹçĕсем медальсене, дипломсене тивĕçрĕç.
С. КАПИТОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)