08 февраля 2022 г.
Çакă кăçал тăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенчен вĕренсе тухакансене шухăшлаттаратех. Мĕнле професси суйласа илмелле? Çак ыйтăва çĕклерĕç профориентаци эрнинче Аслă Чементи вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕренекенĕсем те. Хăвна килĕшекеннине маларахах палăртса хума тăрăшмалла. Ун патне тĕллевлĕн утмалла. Кайран халапри пек ан пултăр. 3 еннелле йỹпленекен çул хĕррине тухсассăн хăшĕнпе каймаллине шутласа пуçа ватас марччĕ. Профессийĕ нумай. Хăшĕн-пĕрин çинчен вĕренекенсем презентаци, видеоролик пăхрĕç. Çитĕнекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕ ăçта ĕçленине аса илчĕç. Хăйсене кăмăла каякан профессие пĕтĕмлетсе "Манăн пурнăçри пĕр кун" калав йĕркелерĕç. Тĕрĕс йышăну туни малашлăхра пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Пурнăçри телей патне утма виçĕ утăм юлнă. Кайран ытлă-çитлĕ пурăнасси, коллективра мĕнле тытасси хăвăнтан ытларах килет. Тĕрĕс професси суйласа илни хамăр шăпамăра палăртни те пулать. Çавăнпа ку енĕпе маларах вĕрентекенсемпе, çывăх çынсемпе, аслă юлташсемпе канашлани те вырăнлă.
А. СЕРГЕЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)