16 июля 2021 г.
Чир алăкран кĕрет, тĕнĕ шăтăкĕнчен тухать, теççĕ. Тĕрĕсех. Коронавирус пандемийĕ çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Пирĕн пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн ĕçченĕсем 417 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ. Çав шутра тин çуралнă ачапа тăххăрмĕш теçеткене вакланисем те пур. Вăхăтран вăхăта çул çитнисене диспансеризаци кăлараççĕ. Вăраха кайнă чирлисене анализсем партараççĕ. Ансăр специалистсене вырăна чĕнни те пулать. Консультаци кирлисене республика больницисене яратпăр.
Çавах та коронавирус чирне пула 37-ĕн больницăрах сипленчĕç. Унран хỹтĕленес тĕллевпе вара вакцинаци тăватпăр. Паянхи куна 151 çынна прививка тунă. Вĕсенчен 131-шĕ иккĕмĕш хутне те яртарнă. Шкулта ĕçлекенсен, вырăнта вăй хуракансен ăнланулăхĕ пысăк пулчĕ. Вĕсем прививка тăвассине хирĕçлемерĕç.
Вирус сывлав органĕсем урлă - сăмсаран, çăвартан кĕрет. Иммунитетăн ăна хирĕç тăмаллах. Енчен те вăй çитереймесен чир ураран ỹкерме пултарать. Шăпах çак утăм патне çитес мар тесе тăватпăр та прививкăна. Вакцина яни вирус çулне пỹлет, ăна организмра аталанма май памасть.
Прививка тутарма тăрăшмаллах. Вакцина яртарас тесен халĕ районти тĕп больницăна та каймалла мар. Ялти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчех пурнăçлатпăр. Медицина пулăшăвне илмен çын çук. Пуç ыратсан та, кăмăл пăтрансан та, алă-урана суранлатсан та шурă халатлисем патне утатпăр. Çийĕнчех кирлĕ пулăшу параççĕ. Коронавирус чирĕ вара каварлă. Никамăн çулне те, мулне те пăхмасть. Унран хỹтĕленсе вакцина яртарни çеç пурнăçа малалла тăсма пултарать. Çавăнпа та кашнийĕн тĕрĕс пĕтĕмлетỹ туса ялти фельдшерпа акушер пункчĕсене, врач офисĕсене çитмеллех. Прививка тутарни çывăх çыннăрсемшĕн лайăх. Хуларан çуллахи вăхăтра яла канма килекенсене те сехĕрлентермест. Мăнукăрсене те шиклентермест.
Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр!
С. ФРОЛОВА, Аслă Чемен ялĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчи медицина сестри
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)