25 мая 2021 г.
ВАТĂСЕМ калашле, пĕччен сурнипех нихăçан та кỹлĕ тăваймăн. Аслă Чемен ял тăрăхне кĕрекен ялсенче юлашки вăхăтра депутатсем, ял старостисем, уйрăм хастарсем тăрăшнипе чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Акă, нумай пулмасть çеç Тури Чакăра черетлĕ субботник йĕркеленĕ. Ял халăхĕ уйрăм çынсен çĕр пайĕсем çине выльăх кĕрсе кайса хур ан кăтарттăр тесе кĕтỹ çỹрекен лаптăка карта тытса çаврăннă. Йышпа пĕр шухăшлă пулса кар тăрсан кирек мĕнле ĕçе те пурнăçлама, хамăр пурăнакан вырăна, тавралăха, масарсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртме те ансат.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)