21 мая 2021 г.
"Паттăр" стадионта шкул ачисен 2020-2021 çулхи вĕренỹ çулĕнчи "Президент ăмăртăвĕсем" республика фестивалĕн район тапхăрĕнчи тупăшăвĕсем иртрĕç. Унта 16 вĕренỹ организацийĕнчен хутшăнчĕç. 7-мĕш классене çỹрекен виçшер арçын ачапа хĕрача эстафетăра чупрĕç тата ытти спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçрĕç. Пĕрремĕш вырăна Аслă Чементи, иккĕмĕшне Первомайскинчи, виççĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул каччисемпе хĕрĕсем тухрĕç. Харкам хăйшĕн ăмăртса Первомайсинчи вăтам шкулти В. Клементьев 331, Р. Смирнов - 323, Аслă Чементи А. Тимошкин 299 очко пухма пултарчĕç. Хĕрачасенчен Аслă Чементи вăтам шкулти Е. Волкова (284 очко), А. Макарова (241), П.Фролова (241) малти вырăнсене йышăнчĕç.
Мала тухнисемпе призерсем грамотăсене тивĕçрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)