17 ноября 2020 г.
Паян эпĕ вулакансене вăрçă ачипе, мăшăрăн амăшĕпе, Аслă Чемен ялĕнче 1933 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче çуралнă Ольга Ивановна Кошелевăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Краснова) паллаштарасшăн.
Çемьере вĕсен 7 ача пулнă, виççĕшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Вăрçă пуçланнине 8 çулхи Улька питĕ аван астуса юлнă. Василий пиччĕшне тăшманпа çапăçма ăсатни те, тухса кайиччен каччă хăйне çỹле йăтса илсе юратни те, Нинюк аппăшĕ (1918 çулхи) окоп чавма кайни те манăçа тухман. Ашшĕ чирлĕ пулнă пирки килтех юлнă. Вăрçă пĕтнĕ кун та асра юлнă хĕр ачан. Ун чухне вăл артеле мунчала илме кайнă. Çынсем кăшкăрнипе каялла чупса килнĕ. Пурте ыталаннă, хăйсем: "Урра! Урра!" - тесе кăшкăрнă.
Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсем çав тери йывăр пулнă. Çимелли, тăхăнмалли çук. Çуркунне çĕр улми лартнă хиртен крахмал пуçтарса пашалу пĕçернĕ. Ăна малтан типĕтнĕ, унтан лапчăтса алланă. Çакăн хыççăн чуста çăрнă. Тĕрлĕ курăк çинĕ. Хĕр ача пĕчĕккĕллех ĕçе кỹлĕннĕ: тырă вырма кайнă, чăпта çапнă, курăс хуппи сỹнĕ, вăрман каснă, çĕр улми кăларнă. Килти пахчара вир акнă. Унăн пăттине пысăк уявсенче çеç пĕçернĕ. Юман йĕкелне пухса пашалу тунă. Выçă хырăм хăйĕн пирки аса илтерсех тăнă. Ĕне сĕчĕ выçлăхран хăтарнă. Какай çиеймен, ăна патшалăха памалла пулнă. Кашни кун ывăниччен ĕçленĕ. Колхозра пай тунă. Йывăр ĕçсене лашапа пурнăçланă. Вăл вăхăтра хĕлле çанталăк сивĕ тăнă, 50 градуса та çитнĕ хăш чухне. Вăрмантан шăнса таврăннă. Кĕпе-йĕм лавккаран илсе тăхăнайман, килте Улька хăйех çĕленĕ. Пусмине пахчари йĕтĕнрен хатĕрленĕ. Калас пулать, алли унăн чăнахах та ылтăн. Саппун, кĕпе çĕленисĕр пуçне вăл алса-чăлха, кофта мĕн чухлĕ çыхман-ши? Пир тĕртнĕ, çăм арланă. Пушă вăхăт çав тери сахал пулнă. Кĕркуннепе хĕлле каçсерен çамрăксем улаха пуçтарăнса алă ĕç тунă.
О. Кошелева 1955-1957 çулсенче колхозра дояркăра тăрăшнă. Унтан каллех колхоз хирĕнче нумай çул хушши вăй хунă. Хуть мĕнле ĕçре те ырă ят çĕнсе илнĕ. Яланах малтисен ретĕнче пулнă: пăрçа, утă çулнă чухне те, ытти çĕрте те. Çамрăксене çава лапаткаласа пама та пĕрре те ỹркенсе тăман. Каярах утă - улăм тиеме çỹренĕ. Мĕн пур ача ун çумĕнче пулма тăрăшнă. Вăл вĕсене вăрçмасăр илĕртсе ĕçлеттернĕ. Çепĕç сассишĕн, ырă кăмăлĕшĕн хисепленĕ ăна. Каярах, пенсие тухас умĕн, Аслă Чементи вăтам шкулта техничкăра вăй хунă. Кунта та хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Вĕрентекенсемпе те, вĕренекенсемпе те, ĕçтешĕсемпе те яланах пĕр чĕлхе тупнă.
1958 çулта 25 çулхи хĕр пĕр урамри 19 çулхи Николай Кошелевпа çемье çавăрнă. Каччăна амăшĕ вилнипе, килĕнче вăй хуракан çуккипе авлантарнă. Мăшăрĕн пĕр ури тепринчен ачаранах кĕске пулнă пулсан та вăл нумай çул колхоз бригадинче, тимрĕçре, ветеринари участокĕнче ĕçленĕ. Ял халăхне пулăшма тăрăшнă. 51 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнса пилĕк ывăлпа пĕр хĕр ача пăхса çитĕн-тернĕ. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ, пур ывăлне те салтака ăсатса кĕтсе илнĕ. Вĕсем çар тивĕçне аякра пурнăçланă. Виталий Германинче, Володя Казахстанра, Валерий Молдавинче, Ваня Афганистанра, кĕçĕнни Саша Самарăра салтак пăтти çинĕ. Ашшĕпе амăшĕн вĕсемшĕн хуйхăрса миçе каç çывăрман-ши? Уйрăмах Ваньăшăн нумай куляннă. Вăл 1986-1988 çулсенче душмансемпе çапăçнă. Хальхи вăхăтра Кошелевсен ачисем пурте мăшăрланнă. Володя Ханти-Мансийск автономи округĕнче, Ваня, Тоня, Валерий çемйисемпе Самара облаçĕнче пурăнаççĕ. Шел, 2009 çулта вĕсен ашшĕ йывăр чире пула çĕре кĕчĕ, каярах Тюменте пурăннă Виталий те пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Паян Улька аппан 12 мăнук тата 8 кĕçĕн мăнук. Саша ывăлĕпе тата кинĕпе (çак йĕркесен авторĕпе) 29 çул килĕштерсе, ăнланса пурăнаççĕ. Сывлăхĕ хавшать пулсан та алă ĕçсĕр лармасть. Урайне, тенкел-сак çине сармаллисем çыхать. Вĕсене çывăх çыннисене парнелет. Ăшă та ырă кăмăллăскер тăванĕсемпе, кỹршĕ-аршипе килĕштерсе пурăнать, нихăçан та хăр-хар калаçмасть. Май пур чухне чиркĕве çỹрет, типĕ тытать.
"Нумай çул пурăнас тесен вăй хумалла, уйрăмах алă ĕç тумалла, çынпа çапăçмалла мар. Мана ачасем, мăнуксем хисеплени питĕ савăнтарать, вăй парать. Эпĕ курнă терт-нушана вĕсем нихăçан та ан курччăр. Кинсем те, кĕрỹсем те пурте лайăх", - кăмăллăн каласа парать 87 çулхи кинемей. Çак статьяна çырнă чухне те темиçе хутчен те йĕрсе илчĕ çывăх çыннăм. Унпа пĕрле хамăн та куççуль тухрĕ. "Вăрçă ачи" документа илсен те хурланчĕ. Терт-нуша нумай курнă курнă пулсан та ырă кăмăллăхне, çепĕçлĕхне, ĕçченлĕхне пĕрре те çухатман.
Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)