Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпчăк сассипе, ылтăн аллипе тĕлĕнтерет республикипе

03 июля 2020 г.

Турă панă телей шăл çĕмĕрсе кĕрет, теççĕ. Ку тĕлĕшпе Тури Чакăри Владимир Фролов чăнласах та савăнать: юратнă мăшăр çумра, ывăлĕпе хĕрĕ пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илнĕ, ытарайми мăнук аслашшĕпе асламăшне хавхалантарать. Сăмах май каласан, вĕсем пурте амăшĕ - Светлана Ильинична евĕр - Гиппократ тупине йышăнса (ФАП медсестри) сывлăх хуралĕнче ĕçлеççĕ. Ывăлĕ - тухтăр, хĕрĕ - медицина сестри. Кĕрĕвĕпе кинĕ те Фроловсен çемье династине малалла тăсакансемех. Иккĕшĕ те тухтăр. Владимир Георгиевич вара çемьене хавхаланса пурăнма хăйĕн шăпчăк сассипе тата ылтăн аллипе çунат хушать. ча чухне Володя та ытти юлташĕсем пекех тĕнче уçлăхне парăнтарма та, хăватлă техникăна çỹретме те, учитель пулма та ĕмĕтленнĕ... Çемьере ашшĕ ăста купăсçă пулни пур пĕрех ытларах илĕртнĕ. Çакна туйса иккĕмĕш класра ăна пиччĕшĕ хут купăс туянса панă. Купăсĕ хăйĕнчен чылай пысăк пулин те ăна çăмăллăнах итлеттернĕ, хăй тĕллĕнех тĕрлĕрен кĕвĕ кăларма пикеннĕ. Аслă Чементи вăтам шкултан вĕренсе тухнă тĕле вара унăн чун туртăмĕ те çирĕпленсе çитнĕ. Икĕ çул Çурçĕр флотĕнче çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кайнă. Унта виçĕ çул пĕлỹ илнĕ дирижерпа хор уйрăмĕн çамрăк специалиста, уçă саслă сцена ăстине тỹрех Шупашкарти филармоние ĕçлеме илнĕ. Владимир Георгиевич уçă баритон сассипе икĕ çул ансамбле илем кỹнĕ. Малалла та çак енĕпех çулне уçмалли майĕ те пулнă каччăн. Анчах тăватă ачапа çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнă амăшне хĕрхенсе вăл тăван яла таврăннă.

- Чăн малтан çулталăк çурă ялти клубра ĕçлерĕм. Ун чухне ял çамрăкĕсемпе тĕрлĕрен мероприяти ирттереттĕмĕр. Кайран шăпа районти культура çуртне илсе çитерчĕ. Пĕрлех музыка учителĕнче те хамăн пултарулăха усă кураттăм, ачасене темиçе сасăпа юрлама, кĕвĕ тĕнчипе туслашма хăнăхтараттăм. Юрлама юратакан çын вăл уçă саслă çеç мар, ырă кăмăллă, таса шухăшлă, пысăк ĕмĕтлĕ... Çавăнпа та çулсем иртнĕçемĕн хамăн профессипе юнашар тепĕр тĕп ĕç тупма тиврĕ пулин те, юрă манăн чун уççи пулнине паян та туятăп,- кăмăлтан каласа парать В. Фролов хăйĕн пултарулăхĕ пирки.

Çыншăн юратнă ĕç яланах чун киленĕçĕ шутланать. Пурнăç пăрнăçĕнчи улшăнусем икĕ ача ашшĕне ВДПОна та илсе çитернĕ. Ăста юрăç, сцена ăсти малтан кăмакасене тĕрĕслесе çỹрекен контролерта тăрăшнă, унтан вара хут купăса çăмăллăн вылянтаракан алла мастерок тытнă, кăмакасем, тĕрлĕрен камин ăсталама, юрла-юрла тепĕр ĕç тума пикеннĕ. Хушма профессипе çынсене савăнтарма пуçлани те çирĕм çула яхăн ĕнтĕ. Паян юрăçă-кăмакаçă район çыннисене çеç мар, республикăри тĕрлĕ района çитсе хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать, тĕлĕнтерет. Пĕрремĕшĕнчен - хитре саслă баритонпа куракансене тыткăна илет, иккĕмĕшĕнчен - нумай-нумай çыннăн ыйтăвне тивĕçтерсе юмахри евĕр капăр кăмакасем ăсталать. Сăмах май каласан, паян наци радиовĕпе тата телевиденийĕпе час-часах Владимир Фроловпа Ирина Лампасова телерадиожурналистка пĕрле шăрантаракан чăваш юррисене кăмăлтан итлеме пулать. Вĕсем Юрий Кудаков, Виталий Адюков, Светлана Асамат, Станислав Толстов çырнă юрăсене юрлаççĕ. Кăçал çеç тĕп хуламăрта республика çыннисене ултă концертпа савăнтарма ĕлкĕрнĕ.

Тĕп ĕçе общество пурнăçĕпе çыхăнтарасси те В. Фроловăн тĕллевĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май, унăн час-часах халăх ыйтăвне татса пама, пулăшма тивет. Ялта çулсем кивелсе пыни пăшăрхантарать, паллах, "халăх тарçине". Май пур таран вăл çак ыйтупа та пулăшма тăрăшать. Акă, тĕп урама кĕрсе тухмалла тăвас тĕллевпе вĕсем çынсемпе калаçса укçа-тенкĕ пуçтарнă, вак чул сарнă. Вăхăтлăх пулин те кĕрлĕ-çурлă çак урама техникăпа кĕрсе тухма пулать темелле. Ялти клуб ыйтăвĕ, ытти урамсене çул сарасси, яла çĕнĕ сăн кĕртесси, халăх валли канма кирлĕ услови туса парасси тата ытти те канăçсăрлантарать депутата.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика