04 октября 2019 г.
Юлашки çулсенче православи тĕнне ĕненекенсем час-часах çул çỹреве тухаççĕ. Çак кунсенче Аслă Чеменпе Тури Чакăра пурăнакансем Ульяновск облаçĕ нчи Комаровка поселокĕнчи храма çитсе курнă.
Михаил Архангел ячĕллĕ мăнастире 1994 çулта тума пуçланă. Паломниксен курмалли, тĕлĕнмелли нумай пулнă. Сăваплă çуртра пурăнакансем тăрăшнипе йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать, чечексем ешереççĕ, садсенче тĕрлĕ йывăç кашласа ларать, виноградсем çитĕнеççĕ тата утар та тытаççĕ.
Сăмах май, çакăнта килсе кайнисенчен нумайăшĕ кунта службăра тăракансен кĕллисем пулăшнипе чирсенчен сывалнине те палăртаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)