Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах халăх хушшинче

09 июля 2019 г.

Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан В. Башмаков 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Унсăр пуçне килте 2 арçын ача тата 5 хĕрача ỹснĕ .

1964-1966 çулсенче каччă Германинче хĕсметре тăрать, лайăхпа палăрнăшăн медале тата Хисеп хутне тивĕçет. Çартан таврăнсан яш ялти клуб заведующийĕнче ĕçлеме тытăнать, хор тата драма кружокĕсене йĕркелет. Хăйсен пултарулăхне "артистсем" кỹршĕ ялсенче те кăтартаççĕ. Ун чухне вĕсем машинăпа мар, çуран тата лашапа çỹренĕ. Клубра ĕçленĕ хушăрах Ваççа ялти комсомол организацине ертсе пырать. 1969-1971 çулсенче каччă госстрах агентĕнче вăй хурать. Унта 2 çул тимленĕ хыççăн вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçлать, çулран-çул хăйĕн ăсталăхне ỹстерсе пырать, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать çамрăк лесник. Каярахпа Патăрьел, Упамса лесничествисенче вăй хурать. Обходĕнче йĕрке пултăр, çамрăк вăрман лайăх çитĕнтĕр тесе чунне парса ĕçлет. Вăл ертсе пынипе çулсерен 20-25 гектар йывăç лартнă, вĕсене çумласа тирпейлесе тăнă, 10-12 тонна утă хатĕрленĕ, 1 тонна йĕкел, эмел курăкĕ чылай пуçтарнă. Ĕçленĕ хушăра пĕр пушар та тухман.

Вăрман хуçалăхĕнчи опыта шкул ачисем хушшинче анлă сарать Василий Семенович. Вĕсене йывăçсене юратма, сăнама, хỹтĕлеме вĕрентет, çамрăк лесниксен слетне кайма хатĕрлет тата ытти те. 2000 çулта 5 класпа "Экологи сукмакĕпе" çỹрени асрах. Мĕн чухлĕ çĕнни пĕлтĕмĕр эпир ун чухне!

"Май пур таран яланах шкула пулăшатчĕ, вăрман техникумне вĕренме каякансем чылайччĕ", - каласа парать шкул директорĕнче ĕçленĕ Л. Иванова. 1982, 1991, 2001 çулсенче вăрман хуçалăх министерствин "Ĕçри лайăх кăтартусемшĕн" паллине илме тивĕç пулать. 1971 çулта плана тултарнăшăн ăна "Днепр" мотоцикл парса хавхалантарнă. 1986 çул кăтартăвĕсем тăрăх Василий Семенович "Лучший лесник лесного хозяйства РСФСР" ята тивĕçет. Çавăн пекех ăна нумай хутчен лесхоз тата профком грамотисене, парне, укçа парса хавхалантараççĕ, "Советская Чувашия" тата "Лесная промышленность" хаçатсене çырăнса параççĕ. 1990 çулта унăн ятне лесокомбинатăн Хисеп хăми çине кĕртеççĕ. Ун çинчен истори наукисен кандидачĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ лесовочĕ П. Тихонов "Лесоводы Чувашии. ХХ век" кĕнекере çырса кăтартнă.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçне пăрахмасть пенсионер. 39 çул ытла утать ăстаçă палланă сукмакпа. Обществăлла ĕçсене те хутшăнма пăрахмасть. Староста тивĕçĕсене пурнăçлать, концертсене, районти Акатуй - Сабантуя, ялăн 400 çулхи юбилейне тата ытти уявсене хастар хутшăнать. Тăванĕсемпе, кỹршĕ-аршипе Василий Семенович килĕштерсе пурăнать, май пур чухне пулăшма тăрăшать, пĕрре те ỹркенсе тăмасть.

Мăшăрĕпе, Юлия Александровнăпа, 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем пурте хăйсен çулĕсене тупнă. Асли, Володя, Турханти вăтам шкулта географи предметне вĕрентет, "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹн хисеплĕ ĕçченĕ", Олег Шупашкарти пĕр предприятинче вăй хурать. Оля медсестра, Валера Тольятире автозаводра ĕçлет. Шел, Саша ывăлĕ пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ.

Башмаковсен 12 мăнук ỹсет. "Пурнăçра халь чи хакли ман - мăнуксем. Тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ", - тет 75 çулхи ĕç ветеранĕ. Кашни çулах мăнукĕсем ялта çу каçаççĕ. Вĕсене Башмаковсем ĕçлеме хăнăхтараççĕ, çемье пуçĕ хаваспах пулла илсе çỹрет. "Вăрмана сыхласа, упраса хăварасчĕ, вăл чăн-чăн пуянлăх пулнине манас марччĕ", -тет Василий Семенович. Н. КОШЕЛЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика