Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур пулар юрă-ташăра, ырă ята тивĕçер халăхра

02 июля 2019 г.

Тури Чакăри культура çурчĕ çумĕнчи "Чемен" фольклор ушкăнĕ "халăх" ята тивĕçрĕ. Калас пулать, вĕсем юрра-ташша яланах ăста. "Парижская коммуна" колхоз чухнех хор пулнă ялта. Ăна Ю. Турхан ертсе пынă.

Юлия Ивановна илемлĕ юрланă, пианинопа, скрипкăпа ăста каланă. 1940 çулта хор Шупашкарта хăйĕн пултарулăхне кăтартса 1-мĕш вырăна тухнă. Колхоз КПСС XXV съезчĕ ячĕпе хисепленнĕ вăхăтра хорти çынсен шучĕ ỹснĕ. Каярах урам концерчĕсене йĕркелесе янă. И. Никифоров, Н. Стефейкин, З. Латышева, В. Фролов музыкантсем коллектива тĕрлĕ вăхăтра ертсе пынă. 2007 çулта ял йĕркеленсе кайнăранпа 400 çул çитнине паллă тунă хыççăн пултарулăх ушкăнĕ фольклор енне сулăннă. Халăх йăли-йĕркине, юрри-ташшине кăтартма тытăннă. 2008 çулта Аслă Чемен тăрăхĕнче республикăри пуçлăхсен тата муниципаллă служащисен кунĕ иртнĕ. Хăнасене наци кĕпиллĕ хĕрарăмсем чăваш халăх юрри-ташшипе кĕтсе илнĕ. 2009 çулхи март уйăхĕнче Аслă Чемен шкулĕнче культурăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртнĕ. "Чăваш хуплăвĕ" çавра сĕтел тавра ял-йыш çеç мар, Шупашкартан та сумлă хăнасем пуçтарăннă. Вĕсен хушшинче - таврапĕлỹçĕ, ăсчах, ЧПУ преподавателĕ Виталий Станьял, ялăн хисеплĕ гражданинĕ, наци музей директорĕнче тăрăшнă Э. Бахмисов, Шупашкарти педколледж ертỹçи В. Сапожников, 48-мĕш шкул директорĕ В. Бахмисов, наци музейĕн методисчĕ Н. Сильверстова.

Çитĕнỹ хăй тĕллĕн килмест

Пĕрремĕш пысăк çитĕнỹ ушкăн патне 2010 çулта, Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче Толстовсен концертĕнче килнĕ. Чеменсене куракансем çав тери ăшшăн йышăннă.

Кунран-кун ушкăн аталанса, çĕнĕ юрăсемпе пуянланса пынă. Ялта иртекен кашни уяврах хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă "артистсем", кỹршĕ ялсене те тухса çỹренĕ. Пăлапуç Пашьел, Нăрваш Шăхаль, Турхан, Кивĕ Катек, Ишлĕ.... каласа та пĕтерес çук. Улатăр, Комсомольски районĕсенче те вĕсене ăшшăн йышăннă. Юлашки çулсенче Турханти Кокель плэнерне хутшăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Çулсерен "Акатуй-Сабантуя" хастар хутшăнаççĕ. Хăйсен уйрăм "хуçалăхне" мĕн кăна илсе пымаççĕ-ши унта вĕсем? Ака-суха тумалли хатĕрсем, апат-çимĕç, кăпăклă сăра. Йăлтах ĕлĕкхилле. Авалхи çĕр ĕçĕн йăли-йĕркине, ака тунине, тырă вырса сăвăрнине, тăпачăпа çапнине, ал арманĕпе кĕрпе тунине уява килнĕ хăнасем курса киленеççĕ. Тăватă хутчен Республика кунĕнче пулчĕç, "Раççей çăлкуçĕсем" халăх пултарулăх фестивальне хутшăнчĕç. Çăпата сырнă, хушпу, авалхи пир кĕпе тăхăннă хĕрарăмсенчен ытти регионсенчен, Индирен килнĕ хăнасем питĕ тĕлĕннĕ.

2014 çулта Чăваш наци телевиденийĕ Аслă Чемен тăрăхĕнче "Ылтăн çỹпçерен" передача йĕркелерĕ. "Чемен" фольклор ушкăнĕ авалхи çĕр ĕçĕн йăла-йĕркине, 87 çулхи Н. Мулгачева çуртĕнче хĕрарăмсем урапа сỹс, çăм арланине кăтартрĕ.

2015 çулта аслă Патриархăмăр И. Яков- лев çуралнă тăрăхра, Тутар Республикинчи Кăнна Кушки ялĕнче иртнĕ "Иван Яковлев çĕрĕ çинче хапăл туса кĕтсе илетпĕр" мероприятие хутшăннă. Делегацие ЧР культура министерствинчи конфессионаллă хутшăнусен ертỹçи С. Казаков ертсе пынă. Ушкăн Яковлев музейĕнче, часавайра пулса курнă, унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă, ялти культура çуртĕнче пысăк концерт лартса панă.

2017 çулта районти "Кино каçĕ" акцие хутшăнса "Гран-при" çĕнсе илчĕç. Çав çулах Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" конкурсра çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕç, тĕп хулара М. Зотова, А. Фролова тата М. Вахмистрова хăйсен çипуçĕпе паллаштарчĕç. Тулли кăмăлпа, çĕнтерỹпе таврăнчĕç вĕсем унтан. Çак çул Хусанти "Всероссийское поле" фестивале çитсе курчĕç, яланхи пекех хăйсен ăсталăхне кăтартса пачĕç.

Виçĕ çул каялла Мускава та çитсе курчĕç. Раççейри Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Тутар Республикинче, Ульяновск облаçĕне те артистсене хапăл турĕç. Чĕмпĕрте пĕрремĕш хут 2014 çулта, Пушкăрт, Тутар Республикинчи, Самара, Саратов, Мурманск облаçĕнчи ытти артистсемпе пĕрле чăвашсен "Акатуй" уявĕнче пулчĕç, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынипе пысăк вăйă картине тăчĕç. Ульяновск облаçĕн губернаторĕ С. Морозов, Патшалăх Думин депутачĕ О. Николаев, Чăваш наци конгресăн ертỹçи Н. Угаслов вĕсене ырăпа асăнса хăварнă. 2018 çулта çуркунне Чĕмпĕре вĕсене ентеш, Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинора пурăнакан, художество пултарулăх ушкăнне ертсе пыракан Е. Лянкина йыхравланă. Лăк тулли залра Мăнкун уявне мĕнле ирттернине кăтартса панă ушкăн.

Ялта пĕр уяв та вĕсемсĕр иртмест

Чăнахах та, чăваш халăх культурине малалла аталантарас, çамрăксене ун илемне курма вĕрентес тесе нумай ĕçлеççĕ, тĕрлĕрен кану каçĕсем йĕркелесех тăраççĕ. Ватă енне сулăннă çынсене юбилейпе саламлама та манмаççĕ. Ушкăна çỹрекенсенчен чи кĕçĕнни 42, чи асли вара 75 çулта. Ваттисен, Инвалидсен кунĕнче, Аслă Çĕнтерĕве, аннесене, хĕрарăмсене халалласа концертсем лартаççĕ. Паллах, ушкăнăн ăнăçăвĕ А. Гаврилов баянистран нумай килет. Анатолий Георгиевич малтан Çĕрпỹри культура училищинче, каярах ЧППУ вĕреннĕ. Кашни юрлаканпа уйрăмшар ĕçлет пултаруллă музыкант, 2 сасăпа юрлаттарать. Ушкăнти артистсемпе те паллаштарса хăварас килет. Е. Пузайкина юрăçа районта нумайăшĕ пĕлеççĕ. Хăйĕн шăпчăк евĕр сассипе вăл куракана тыткăнлать, тĕрлĕ фестивальте сахал мар палăрнă. Ыттисене ертсе, вĕрентсе пырать Елена Александровна. Çавăн пекех М. Вахмистровăпа Е. Капитонова час-часах сцена çине юрлама пĕчченшерĕн тухаççĕ, хăйсен янăравлă сассисемпе концертсене илемлетеççĕ. Ушкăна çỹрекенсенчен чи аслисене, М. Зотовăпа Г. Едривановăна та асăнмасăр хăварма çук. Хитре юрланисĕр пуçне, шỹтсенче час-часах выляççĕ вĕсем. Шăпах Мария Григорьевна хĕрарăмсене сурпан сырма вĕрентнĕ. Унта-кунта тухса çỹреме пĕрре те ỹркенсе тăмаççĕ пенсионерсем. Л. Никитинăпа Л. Медведева 2-мĕш сасса лайăх тытса пыраççĕ, вырăсла юрлама ăста. Л. Ежова, Е. Вахмистрова, Э. Медведева, Н. Сюзюкина, Луизăпа Александра Михайловăсем, З. Алешева, А. Фролова та нумай çул юрлама çỹреççĕ. З. Алешева педагог-ветеран сăвăсене пысăк туйăмпа вулама ăста. Г. Зотова, А. Фролова, Е. Капитонова кулăшла сценкăсене хутшăнаççĕ. Маларах ушкăна Л. Иванова, Г. Никифорова, Ю. Чернова, Г. Медведева хаваспах çỹретчĕç. Ял библиотекинче ĕçлекен Л. Ежовăн тỹпи уйрăмах пысăк культурăна аталантарас ĕçре. Людмила Николаевна пуян содержаниллĕ сценарисем çырать, концертсене, уявсене ертсе пырать. Ахальтен мар ăна 2015 çулта "Чи лайăх культура ĕçченĕ" ятпа чыларĕç.

Концертсенче, мероприятисенче юрăсемпе çеç çынсене тыткăнлаймăн. М. Медведева ертсе пыракан "Ассорти" ташă ушкăнĕнчи Л. Яганова, Г. Фролова, Н. Матросова, Е. Сюзюкина тата Л. Иванова тĕп ĕçĕнче вăй хунисĕр пуçне концертсемпе уявсене, фестивальсене хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Илемлĕ хусканусемпе куракана илĕртеççĕ.

Концерт ăнăçлăхĕ тумран та нумай килнине ăнланаççĕ артистсем. Концерт вăхăтĕнче темиçе кĕпе улăштараççĕ. Аслă Чементи Р. Зотова тата Тури Чакă ялĕнчи З. Ершова, Н. Волкова, Г. Едриванова, Ю. Хомуткина вĕсене кĕпесемпе, тĕрленĕ тутăр-саппунпа тивĕçтереççĕ Ушкăн çитĕнĕвĕсене курах пуль, А. Фролова клуб ертỹçине 2017 çулта районта "Чи лайăх культура ĕçченĕ" ята пачĕç.

Фольклор ушкăнне çỹрекенсем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пытармаççĕ, çамрăксем ушкăнта сахалтарах пулни, аслисем халь вĕрентсе пымасан ĕлĕкхи йăла-йĕрке манăçма пултарни пирки пăшăрханса пĕлтереççĕ.

Н. КОШЕЛЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика