Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи шыв-шур ан кăтарттăр хур

09 апреля 2019 г.

Пирĕн районти хăш-пĕр ялсенчи уйрăм çемьесене çурхи ейỹ сарăлнă вăхăтра шыв илме пултарать. Çак зонăна çакланакансен чăн малтанах çурт-йĕр таврашĕнчи шыв çулне лайăх уçса ямалла; тĕпсакайсемпе подвалсенчи вентиляци шăтăкĕсене шыв кĕрсе каясран хупламалла, унти çимĕçсене илсе тухмалла; пурлăхпа япаласене çỹлерех хăпартмалла, выльăх-чĕрлĕхпе транспорт хатĕрĕсене хăрушлăхсăр вырăна куçармалла, çемье членĕсене вăхăтлăх пурăнмалли вырăн пирки ыйтăва татса памалла.

Эвакуациленĕ чухне кирлĕ документсемпе медикаментсене, пурлăха, ытти кирлĕ япаласене ятарлă сумкăна чиксе вĕсен списокне хатĕрлемелле

Ура айне шыв килнĕ. Мĕн тумалла?

- Электричествăпа газ приборĕсене сỹнтермелле, кантăксемпе алăка ытти шăтăксене лайăх питĕрмелле;

- пулăшу служби киличчен эвакуациленмелли хатĕрсене (автомобиль камери, вĕрсе хăпартнă матрац) илсе çỹлти хута е çурт тăррине хăпарса тăмалла;

- шыв илнĕ территорирен тепĕр çынна медицина пулăшăвĕ парас тесен, лару-тăру йывăрланса çитсен е айккинчен пулăшу çуккине туйсан çеç хăвăр тĕллĕн эвакуациленмелле;

- шыва лекрĕр пулсан йывăр япаласене хăвăр çинчен хывмалла, çывăхра ишсе çỹрекен япаласенчен тытăнса пулăшу çитессе кĕтмелле.

Хăрушлăх иртнĕ хыççăнхи ĕçсем

Шыв сарăлни иртсе кайнă хыççăн пỹрте кĕрсенех асăрханмалла: çурт стени, мачча, урай ишĕлмелле мар-и? Чи кирли тата пĕлтерĕшли -электричество тата газ çутиччен ăна тĕрĕслĕр: ăçтан та пулин газ тухса тăмасть е замыкани памасть-и? Шыв сăрхăнса типиччен пỹрте хутса ăшăтма юрамасть. Малтанхи вăхăтра пусăри шывпа апат-çимĕç пĕçерни те сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Пĕр-пĕр усал чир ан çаклантăр тесе савăт-сапана тĕплĕн çумалла, çурт-йĕре шал енчен йăлтах тасатмалла.

Шыв-шур сарăлнă вăхăтра йывăрлăха кĕрсе ỹксен çак телефонсемпе шăнкăравламалла: пĕрлехи пулăшу служби - 01, 112, 101; полици _ 02, 6-14-92,102; васкавлă пулăшу - 03, 6-17-92, 103; авариллĕ газ служби -04, 6-12-26,104; электросеть диспетчерĕ - 6-13-97; районти ЕДДСн оперативлă дежурнăйĕ - 6-12-11; район прокуратури - 6-13-97.

Г. КАЛЛИН, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика