26 февраля 2019 г.
Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшỹллĕн кашни çыннăнах хăйĕн сывлăхне сыхлама, упрама, медицина пулăшăвĕ илме ирĕк пур. Ку тĕлĕшпе хỹтĕлекен саккунĕ те ("Об основах охраны здоровья граждан в Российской Федерации") вăйра. Анчах та çакна та палăртса хăвармалла. Васкавлă пулăшу службине ултавлă шăнкăравпа ытти çынсен сывлăхне çăлма чăрмав кỹнĕшĕн, çав вăхăтрах тăкаклантарнăшăн та гражданинăн саккунпа явап тытма тивет. Район прокурорĕн пулăшуçи В. Михайлов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх "03" васкавлă пулăшу службине ултавлă шăнкăравпа чĕнсе илнĕшĕн 1 - 1,5 пин тенкĕ административлă штраф параççĕ. Сăмах май каласан, пушар службине е полици сотрудникĕсене сăлтавсăр чĕнсе илнĕшĕн те çакăн пекех явап тытмах тивет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)