22 января 2019 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра çамрăк ăру чылай информацие Интернет урлă пĕлме тăрăшать пулин те ялсенчи вулавăша çỹрекенсем сахал мар. Аслă Чемен ял библиотекинче те кунсеренех вулакансем йышлă. Килтен тухса çỹреймен ватăсем патне вара библиотека ĕçченĕсем хăйсем çитме тăрăшаççĕ, вĕсене кăмăллакан хаçат-журналпа, кĕнекепе тивĕçтереççĕ. Ку тĕлĕшпе Людмила Ежова библиотекарь кам мĕнле кĕнеке вулама юратнине лайăх тĕшмĕртет. Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан Александр Карзаков ĕç ветеранĕ, сăмахран, иртнĕ пурнăçа сăнлакан произведенисене алăран ямасăр "шĕкĕлчет". Çак кунсенче Л. Ежова библитекарь пурнăç хура-шуррине сахал мар курнă арçынна хăй кăмăллакан авторсен кĕнекисене кайса панă.
- "Чун апачĕ" мана пурăнма хавхалантарать, вăй кỹрет, ватлăхра ăс-тăна тытса тăма та пулашать,- тет хастар вулакан библиотека ĕçченĕсене ырă ĕçшĕн тав тунă май.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)