Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр сăри уявĕнче, Чĕмпĕр тăрăхĕнче

30 ноября 2018 г.

Кĕрхи ĕçсене пуçтарсан авал чăвашсем пускил-хурăнташа тав тума кĕр сăрине пуçтарăннă. Çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ, сăра тунă. Кĕр сăри ĕçнĕ чухне чăвашсем çывăх çынсене никама та манса хăварман, ял-йышпа, тус-тăванпа пĕрле пухăнса савăннă. Çитес çул та ака-суха ĕçне тĕрĕс-тĕкел, сывлăхпа, çĕнĕ йышпа тухасса шаннă. Çак йăла-йĕркене паянхи кун та асра тытса уявлани питĕ паха.

Нумай пулмасть Тури Чакăри культура çурчĕ çумĕнчи "Чемен" фольклор тата "Ассорти" ташă ушкăнĕсем Чĕмпĕр тăрăхĕнче иртнĕ Кĕр сăри уявĕнче пулчĕç. Авалтан чăвашсем хăнана пушă алăпа кайман. Аслăчеменсем чăваш апат-çимĕçĕнчен пуян сĕтел хатĕрлерĕç. Хăнасене çĕнĕ тырăран тунă сăрапа, шăрттанпа, хуплу-пỹремечпе, чăкăтпа, ытти çимĕçпе хăналарĕç. Сцена çинче чеменсем шăрантарнă чăваш халăх юрри-ташшине куракансем ăшшăн йышăнчĕç, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Çавăн пекех чăваш юрăçи Александр Сорокин тата "Дуняша-стайл" ушкăн уяв илемне кỹчĕç.

Юлашкинчен Чĕмпĕр облаçĕн чăваш наци культурин автономийĕн ертỹçи Олег Мустаев Кĕр сăри уявне хутшăннă фольклор тата ташă ушкăнĕсене Тав хучĕ парса чысларĕ. Сăра тăвакан ăстасем хушшинче иртнĕ конкурсра "Техĕмлĕ сăра" номинацире Аслă Чементе пурăнакан Елена Вахмистрова (ỹкерчĕкре) диплом илме тивĕç пулчĕ.

Район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Полина Логунова тата Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Гаврил Медведев çак уява хисеплесе чĕннĕшĕн ăшă сăмахсем каларĕç, малашне те чăвашлăхшăн тăрăшса ĕçлеме вăй-хăват, ăнăçу сунчĕç. Олег Николаевич чăваш халăх йăли-йĕркине тытса пыма тата çитĕнекен ăрăва çак уявсене явăçтарса вĕрентсе хăварма тăрăшнăшăн тав турĕ, Патăрьелпе Чĕмпĕр тăрăхĕсем хушшинчи туслă çыхăну малашне те çирĕпленсе пырасса шанчĕ.

Л. ЕЖОВА, библиотекарь

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика