16 октября 2018 г.
Кашни ялăн хăйĕн историйĕ пур. Акă, Аслă Чеменпе Тури Чакă 410 çул каялла йĕркеленнĕ теççĕ. Чи малтанах кунта темиçе çемье çеç ĕçлесе пурăннă. Çывăхри 9 ялта пурăнакансем вилнĕ тăванĕсене пĕр масара пытарнă, ăна "Аслă ыр" тенĕ. Хальхи вăхăтра вăл республика шайĕнчи историпе культура палăкĕ шутланать, ăна археологи карттине кĕртнĕ.
Çак кунсенче "Аслă ыр" историпе культура палăкне уçрĕç, унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Медведев, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн, К. В. Иванов ячĕллĕ историпе культура тĕпчев фончĕн, "Сувар" обществăлла пĕрлешỹ представителĕсем - культурологи наукисен кандидачĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Алмантай, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Ю. Ювенальев, истори наукисен докторĕ, К. В. Иванов ячĕллĕ историпе культура тĕпчев фончĕн директорĕ В. Иванов тата ытти сумлă хăнасем те - хутшăнчĕç. Меропрятие килнисем ачасене валли хамăрăн историне, йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшни пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕç. Л. Кузнецов Аслă Чементи "Сувар" утар паркĕн ертỹçине А. Туптова историпе культура палăкне упраса хăварассишĕн тăрăшнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине пачĕ, çавăн пекех вăл Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн Хисеп грамотине те тивĕçрĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)