04 мая 2018 г.
Аслă Чементе йышлă çемьере çуралса ỹснĕ, халĕ Самара тăрăхĕнче пурăнакан 53 çулхи А. Сорочайкин-Павлов 2011 çулта, çурăм шăммине хуçнă хыççăн, сăвăсем çырма пуçланă. Вĕсем вырăнта тухса тăракан "Урал сасси" тата Чĕмпĕрти "Канаш" хаçатсенче пичетленсех тăраççĕ. 2015 çулта ăна "Чăваш Сашши" псевдонимпа Чăваш Республикин Писателĕсен Союзĕн членне илнĕ.
Унăн "Тăван кил вучахĕ" ятпа пичетленсе тухнă кĕнекине презентацилеме Аслă Чемен вăтам шкулĕн акт залне халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Медведев сăмах илчĕ. Вăл пухăннисене автор кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Мăшăрĕпе, çак ялтах çуралса ỹснĕ Е. Софроновăпа, поэт икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Салтакран таврăнсан малтан колхозра тракторист пулса, каярахпа мăшăрĕпе пĕрле Тури Чакăри культура çуртĕнче ĕçленĕ. Юрлама, сценкăсенче выляма ăста пулнă. 2000 çулта вĕсен çемйи Самара облаçĕнчи Похвиçнĕ районне куçса кайнă. Кунта вăл тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, культура çурчĕ çумĕнчи ансамбле юрлама çỹренĕ. Ашшĕ, Виталий Яковлевич, трактор бригадин бригадирĕнче ĕçленĕскер, 53 çултах çĕре кĕнĕ. 90 çулхи амăшĕ, Таисия Федоровна, 40 çул ытла ялти медпунктра фельдшер пулса ырă ята тивĕçнĕ. Вăл паянхи кун Самара тăрăхĕнче пурăнать.
Ентеш пултарулăхне халалланă каçа ялти библиотека ертỹçи Л. Ежова ертсе пычĕ. Шкул ачисем, З. Алешева, Л. Ежова пĕрин хыççăн тепри сăвăсем янăратрĕç. Сăвăсенче тăван ялшăн, тус-юлташшăн, тăвансемшĕн тунсăхлани сисĕнчĕ. "Çур ĕмĕр урлă каçнă май иртсе кайнă кунсене яланах ырăпа аса илетĕп. Тăван килшĕн тата тăван тавралăхшăн тунсăхлани те сăвăсем çырма хистерĕ пуль. Ун пек чухне чунра çăмăл пулса каятчĕ", _ аса илет малтанхи сăввисене çырнă самантсене 1-мĕш ушкăн инваличĕ. Атте-анне умĕнче ĕмĕр парăмлă пулни çинчен темиçе сăвă та шăрçаланă вăл. Юрату пурнăçра пысăк вырăн йышăннине те пĕлтерсе çырать Чăваш Сашши. Çемьери, йышри ыр-кăмăллăх, килĕшỹ çинчен те сăмахлать вăл вулаканпа. Чунра шăранса чĕре витĕр тухнă йĕркесене вуласан нумайăшĕн куçĕ шывланчĕ. Этемĕн сывă чухне пĕр -пĕринпе ырă пулмаллине, пур-çукшăн хирĕçмелле маррине, кĕвĕçни килĕшỹсĕр пулнине палăртать сăввисенче.
Пултарулăх каçĕнче пĕр класра вĕреннĕ, Тури Чакă ялĕнче пурăнакан В. Фролов та тухса калаçрĕ, шкулта пĕрле ирттернĕ хавас кунсене аса илчĕ. Поэт ячĕпе икĕ юрă шăрантарчĕ. Шупашкарти филармонинче юрланăскере куракансем çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕç.
Пĕрле вĕреннĕ С. Никитина (Семенова) Чăваш Сашшине халалласа чуна пырса тивмелле хăй çырнă сăввине парнелерĕ. Çавăн пекех вăл залра ларакан хĕр арăмсене, юратнă амăшне сăвă халалларĕ.
Ентешсем Тури Чакă ялĕнчи культура çуртĕнче ĕçленине шута илсе ялти фольклор ушкăнĕ чăваш халăх юррисемпе сцена çине тухрĕ. А. Павлов мĕн пĕчĕкрен ушкăнри нумай-нумай фестиваль çĕнтерỹçи ятне тивĕçнĕ Е. Пузайкина юрланине кăмăлланă. Уявра Еля аппа (ăна вăл "иккĕмĕш анне" тесе чĕнет) "Каçарсам мана, анне" юрра шăрантарчĕ.
Ялтан тухса кайни 20 çула яхăн пулсан та Саша ентешсемпе çыхăну çухатмасть. Кунта унăн питĕ нумай юлташ. Шăп вĕсемех, Н. Алешев, Г. Медведев, А. Туптов, И. Матросов тата ыттисем те поэта кĕнеке кăларма пулăшнă. Икĕ хут тĕнче чемпионĕ пулнă Н. Алешев ялтан çакăн пек пултаруллă çын тухнишĕн чунтан хĕпĕртенине, тăван шкулта тепĕр çултан хăй ятĕнчен "Чи лайăх çамрăк сăвăç" ятарлă конкурс пуçарса ярасси пирки каларĕ.
Уяв каçĕн иккĕмĕш пайне Шупашкартан килнĕ артистсем тăсрĕç. Н. Заводскова, К. Осокина тата Р. Беляева ентешĕн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç. Сашăпа вĕсем интернет урлă паллашнă, унăн 10 сăввине юрра хывнă. Юрăсене çырма та юлташĕсемех укçа-тенкĕ енчен пулăшнă.
Уяв каçĕ çав тери кăмăллă, чуна хумхантармалла, асра юлмалла иртрĕ. Презентаци пынă вăхăтра Саша пухăннă ял-йыш патне шăнкăравпа тухрĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунчĕ.
"Чăвашкино" патшалăх студийĕ уяв çинчен кино ỹкерчĕ. Н. Алешевпа А. Вахмистров спонсорсем пухăннисене сăвăç кĕнекине парнелерĕç. Юлашкинчен пурте асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç.
Н. КОШЕЛЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)