Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Чементе Мăнкун юррине те юрлаççĕ, рет те пухаççĕ

13 апреля 2018 г.

Ачалăхăмри Мăнкун нихăçан та асран тухмасть. Сĕтел çинче ирпе-ирех анне пĕçернĕ тутлă çимĕç ырă шăршă кăларса ларатчĕ: пỹремеч, хуплу, кукăль, иçĕмпе пĕçернĕ пылак кулач... Юнашарах тарăн тирĕкре хĕретнĕ çăмартасем куçа илĕртетчĕç. Ăна тĕрĕссипе праçник умĕнхи кĕçнерникунах пĕçерсе, сăрласа хуратчĕ. Çак кунхине пирĕн пата пĕрремĕш килекене анне минтер çине лартнине, (выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ăнса пултăр тесе) ăна тутлă çимĕçпе хăна тунине, кăпăклă сăрапа сăйланине лайăх ас тăватăп. Çакнашкал йăла пурин те пулнă ĕнтĕ. Хăна тенĕрен, ун чухне касри ачасем пурте çăмарта пуçтарма тухнă. Пĕчĕк хăнасем шутланнă. Сăмах май каласан, çак ырă йăла пирĕн тăрăхра халĕ те пур. Тăвансем пĕр-пĕрин патне рете те каяççĕ, Мăнкун юррине те юрлаççĕ, ĕлĕкхиллех çăмарта та пуçтараççĕ-ха. Урăхла каласан, аслă ăруран куçса пыракан йăла-йĕрке Аслă Чемен тăрăхĕнче паян кун та упранать.

Н. КОШЕЛЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика