Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр шкултан - 4 стипендиат

03 апреля 2018 г.

2008 çултан пуçласа паянхи кунччен Аслă Чементи вăтам шкулти 35 вĕренекен Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă. Кăçал пултаруллă çамрăксен йышне 4 çамрăк кĕме пултарчĕ: А. Ананьева, И. Дубинина, К. Фролова тата В. Медведев. Вĕсем уйăхсерен çулталăк тăршшĕпех 1830 тенкĕ илсе тăрĕç.

9 класра ăс пухакан А. Ананьевăпа И. Дубининан тата 10 класра вĕренекен К. Фролован юратнă предмечĕсем те, интересĕсем те пĕр майлă. Виççĕшĕ те "5" паллăсемпе çеç вĕренеççĕ. Акăлчан, вырăс чĕлхи, обществознани тата физкультура предмечĕсене килĕштереççĕ. Пултаруллă хĕрсем малашнехи пурнăçне ют чĕлхепе çыхăнтарасшăн. Вĕсем- акăлчан чĕлхипе иртнĕ олимпиада призерĕсем, "Excelsiour" фестиваль-конференци çĕнтерỹçисем, конкурссенче нумай хутчен палăрнă. Тĕслĕхрен, кăçал И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ аслă классем хушшинче ирттернĕ "США, история и современность" викторинăра Карина 1-мĕш, Ангелинăпа Ирина 2-мĕш тухма пултарчĕç. Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче районта акăлчанла калаçса ирттернĕ тупăшура призерсем пулчĕç. Хĕрсем çавăн пекех вырăс литературипе, обществознанипе, математикăпа, биологипе, физкультурăпа районта иртекен олимпиадăсенче малти вырăна йышăннă. Карина вара кăçал республикăран та призер пулса килчĕ. Пултаруллă хĕр ачасен конкурссенче мала тухнă дипломĕсемпе грамотисене шутласа та пĕтерес çук. Виççĕшĕ те сăвă вулама ăста. Яланах ра- йонта иртекен "Айхи вулавĕсем", "Звучащее слово" конкурссенче, Раиса Сарпин, Марина Карягинăн сăввисене вуласа Хисеп хучĕсене илме тивĕçеççĕ. Пĕлтĕр республикăра иртнĕ "Я живу с природой в рифму" сăвă вулакансен конкурсĕнче 3-шĕ те призерсен шутне кĕме пултарчĕç. Ангелинăн сăвă çырас ăсталăхĕ те пур. Обществознанипе, акăлчан чĕлхипе, математикăпа, биологипе, вырăс литературипе, химипе дистанци олимпиадисене, конференцисене хутшăнни те ачасене аталанма нумай пулăшать. Спорт вĕсемшĕн пысăк вырăн йышăнать. Баскетболла выляса шкулăн пĕрлештернĕ командипе районта харăсах икĕ çул çĕнтерỹçĕ пулчĕç. Спортра Карина уйрăмах пысăк çитĕнỹсем тăвать. Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупса, полиатлонпа районта çеç мар, республикăра та малти вырăнсене йышăнать.

Хĕрсем хаваспах "Ассорти" ташă ушкăнне çỹреççĕ. Тусĕсемпе районти çеç мар, республикăри конкурссемпе фестивальсенче нумай хутчен лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Тỹрĕ кăмăллă, сăпайлă, анлă тавракурăмлă хĕрсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсене пĕрле вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те хисеплеççĕ.

В. Медведев 10 класра вĕренет. Физика тата физкультура предмечĕсене кăмăллать. Викторăн спортри çитĕнĕвĕсем уйрăмах савăнтараççĕ. 2014, 2015 тата 2018 çулсенче физкультурăпа районти олимпиадăра призерсен шутне кĕчĕ. Кăçал Виктор республикăри олимпиадăра та малтисен шутĕнче. Ку, паллах, шкулшăн, районшăн, ашшĕ-амăшĕшĕн калама çук пысăк савăнăç. Кăçал шкулти 4 вĕренекен республика призерĕ пулса тăчĕ. Медведевсем пĕрре мар республикăри "Спорт çемйи" тупăшура палăрнă. Ял таврашĕнчи ăмăртусенче те яш чи хастаррисенчен пĕри. Мĕн пĕчĕкрен Виктор, килти аслисем пекех, ташлама ăста. Малтан "Евгения" (ертỹçи А. Михайлова), кайран "Ассорти" кружокĕсене çỹресе тĕрлĕ шайри нумай конкурссемпе фестивальсенче пĕрре мар палăрнă каччă.

Стипендиатсем "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене те хастар хутшăнаççĕ. Волонтер пулса пĕрле вĕренекенсемпе нумай ĕç тăваççĕ: шкулта юсав тунă çĕре хутшăнаççĕ, палăксене пăхса тăраççĕ, ватă енне сулăннă çынсене пулăшаççĕ. Агитбригадăсем хушшинче иртнĕ конкурсра 2-мĕш пулчĕç. Пултаруллă çамрăксем шкулти аслă классенче вĕренекенсен канашĕн активлă членĕсем, класс ертỹçисен пĕрремĕш пулăшаканĕсем. Вĕренекенсем чыса тивĕçнинче вĕрентекенсен пысăк тỹпе пуррине палăртаççĕ стипендиатсем.

Н. КОШЕЛЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика