06 февраля 2018 г.
Паянхи кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕнсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă çынсем сахал мар. Вăл шутра ют тăрăхра та чăвашăн ят-сумне çĕре ỹкермен хастарсем те чылай. Вĕсенчен пĕри - Оксана Сюзюкина (Аслă Чемен тăрăхĕнчен) журналистка. Вăхăтĕнче вăл "Тантăш", "Хыпар", "Çамрăксен хаçачĕ" кăларăмсен хастар корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ. Калем ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене чăн малтанах Оксана практика вăхăтĕнче районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕнче хăнăхнă. Паян вара вăл çемйипе Германире пурăнать. Унтах юрист профессине алла илнĕ, аспирантурăра вĕреннĕ. Унăн нимĕç чĕлхипе çырнă монографийĕ те кун çути курнă. 2015 çултанпа Оксана - юридика наукисен докторĕ. Мăшăрĕ те (итальянец) наука çынниех - астрофизик. Ачисемпе ытларах нимĕçле, итальянла калаçаççĕ. Çав вăхăтрах чăваш чунлă амăшĕ вĕсене тăван чĕлхене те, вырăсла хутшăнма та вĕрентет-мĕн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)