30 января 2018 г.
Пурнăçра пулса иртекен инкек чăнах та чылай чухне ỹкĕнỹпе вĕçленет. Çак кунсенче Аслă Чементи Шапановсем чутах вут мăшкăлĕ пулман. Юрать-ха, каç кỹлĕм верандăри электропроводкăран амаланса тухнă вут-çулăма вăхăтра асăрханă, пушарнăйсем малалла алхасма паман. Хуçасем çурт-йĕрне страхланăран, тăкакăн пĕр пайне саплаштарма та май пур. Сăмах май каласан, иртнĕ çул çак ял тăрăхĕнче пĕр пушар та пулман.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)