Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виççĕшĕ те салтак пăтти тутаннă

18 июля 2017 г.

"Çуркунне çут тĕнче çунат сартăр тесен,

Кайăксем савăнса юр юрлаччăр тесен,

Чĕрере юрату çунса тăтăр тесен,

_ Мире сыхлăр пурте, тĕнчери тусăмсем", _ тенĕ хăйĕн пĕр сăввинче Раççей Федерацийĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх поэчĕ Василий Давыдов-Анатри. Ку йĕркесенче вăл пĕтĕм çамрăк каччăна çар тивĕçне пурнăçлама, Тăван çĕршыва тата пирĕн тăнăçлăха сыхлама чĕнсе каланă. Чăнах та, салтака каясси _ кашни яш тивĕçĕ, мĕншĕн тесен вăл хỹтĕлевçĕ пулма çуралнă. Çакна арçын ачан пĕчĕкренех ăнланса ỹссе чунĕпе те, кĕлеткипе те хатĕр пулмалла. Салтакра вăйлă, хастар та çивĕч, тирпейлĕ, хăюллă пулма, ĕçе тĕрĕс тата вăхăтра пурнăçлама, çĕршыва юратма вĕрентеççĕ. Кунта ача пурнăç тутти-масине туйма вĕренет.

Паян манăн хаçат вулаканĕсене çар тивĕçне тулли пурнăçланă çемьепе, Тури Чакăра пурăнакан Ягановсемпе паллаштарас килет. Çак кунсенче вĕсем кĕçĕн ывăлне, Валерăна салтакран кĕтсе илчĕç. Вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн электротехника факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Свердловск облаçĕнчи Нижний Тагил хулинче хĕсметре пулчĕ. Маларах Валерăн икĕ пиччĕшĕ те салтак пăттине тутаннă. Вăтамми, Коля, И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн технологи-экономика факультетĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн Ленинград облаçĕнче "Беркут" спецотрядра çар службине ирттернĕ, разведчик. Асли, Алеша, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физкультура факультетĕнче ăс пухнăскер, хальхи вăхăтра Краснодар облаçĕнче контрактпа "Вятич" спецназра тăрать. Нацгвардинчи аслă сержант 2013 çулта крап берета(!) илме тивĕç пулнă. Çарпа çыхăнман çынсем те ку мĕне пĕлтернине ăнланаççĕ ĕнтĕ. Ăна çав тери çирĕп те йывăр тĕрĕслев витĕр тухсан çеç параççĕ. Крап беречĕ спецназăн чăн-чăн мухтавĕ тата чапĕ шутланать. (высшая форма поощрения военнослужащих подразделений специального назначения войск национальной гвардии России).

Ачасен ашшĕпе амăшĕ чăннипех те хисеплĕ çынсем. Çемье пуçĕ, Юрий Николаевич, аслă пĕлỹ илнĕ. Нумай çул Упамсари 8 çул вĕренмелли шкулта ачасене физкультурăпа вĕрентнĕ. Пĕр хушă Шăхачри шкулта директорта ĕçленĕ. Унăн вĕренекенĕсем нумай хутчен районти тата республикăри ăмăртусенче палăрнă. Вăл районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ те пулнăччĕ. Халĕ строительство енĕпе ĕçлет. Калас пулать, 1978 - 1980 çулсенче Юрий Николаевич хăй те салтак пуртенккине чĕркенĕ. Литвари Клайпед хулинче пограничник пулнă. "I степеньлĕ воин-спортсмен" паллăна тата командованин тав çырăвне илме тивĕçнĕ.

Çемье ăшшине тытса пыракан Людмила Валериановна 30 çул ытла Аслă Чементи вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Сăпайлă, яваплă та пултаруллă учителе ĕçре тата ял хушшинче чунтан хисеплеççĕ. Унăн вĕренекенĕсем сахал мар тĕрлĕ конкурсра тата олимпиадăра палăрнă.

"Чăн-чăн арçыннăн салтак пурнăçне пĕлмеллех. Çар вăл _ пурнăçăн тĕп шкулĕ. Çавăнпа та паянхи çамрăксен салтак тивĕçне пурнăçламаллах. Манăн атте Финляндипе СССР хушшинчи вăрçăра тата Аслă аттелĕх вăрçинче паттăрăн çапăçнă, Ленинграда хỹтĕленĕ, нумай орден-медале тивĕçнĕ. Асатте граждан вăрçине хутшăннă. Вăрçăран алăсăр-урасăр таврăннă. Апла пулин те хуçăлса ỹкмен, пурнăçа юратнă, çывăх çыннисене ырă сĕнỹпе пулăшнă. Виçĕ ывăл та салтакра пулнăшăн эпĕ чунтан савăнатăп тата мухтанатăп", _ тет кăмăллăн Юрий Николаевич.

Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика