30 мая 2017 г.
Экологи çулталăкĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Чементи Анатолий Туптов хресчен-фермер хуçалăхĕнче çут çанталăка
упрас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ.
Анатолий Семеновичăн несĕлĕсем хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçленĕ, анчах ĕмĕр каяллахи революцие пула ăна аталантарасси чарăнса ларнă. Çак ĕçе вăл çĕнĕрен пуçăннă. Мăн-мăн аслашшĕсем тытса пынă йăласене пăхăнса пынăран фермер туса илекен çимĕçе «Сувар пылĕ» ят панă.
Туптовсен пахчинче те, кил-çурт таврашĕнче те типтерлĕх хуçаланать. Çывăхри вăрманти утарта та çаплах. Ку енĕпе ăна пĕр ялта пурăнакансем Юрий Антоновпа Николай Никитин пулăшса тăраççĕ. Эпир яла çитнĕ кун та Анатолий Туптов вĕсемпе пĕрле ĕçлетчĕ.Ентешсем çурт çывăхне кăна мар, юнашарти çырма-çатрана та тирпейлесе тăраççĕ. Сăмахран, вĕсем çил-тăвăлпа хуçăлса ÿкнĕ туратсене, çĕрсе хăрнă йывăçсене, ытти ăпăр-тапăра тарăн çырмаран тасатса кăларчĕç. Утарçăсем çавăн пекех çырмари пусса та йĕркене кĕртрĕç. Черетре — çырма тĕпĕнче шăнкăртатакан юхан шыв урлă пĕчĕк кĕпер хывасси.
Вĕлле хурчĕсене пыл паракан курăксем кирлĕ. Туптов вĕсене кÿршĕри уйра акса çитĕнтересшĕн. Хуçалăх ертÿçи çывăхри кÿлле те арендăна илнĕ. Унтан тупăш илме пуçличчен нумай вăй хумалла-ха: кÿлле тасатса пулă ямалла, çитĕнтермелле. Паллах, çак ĕçсене пурнăçа кĕртме фермера укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Туптов ЧР Экономика министерстви уйăракан гранта илме ĕмĕтленет.
Анатолий Туптов патне кайнă май çул хĕррипе икĕ вырăнта çÿп-çап миххисен купине куртăмăр. Тавралăха пĕрре те илем кÿмеççĕ вĕсем. Тен, çаксем ют хуçалăхсен çуп-çапĕ е вырăнтисенех? Ыйтăва Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхне Гаврил Медведева патăмăр.
— Шел те, хамăрăннисем те кирлĕ мар япалана палăртман вырăна кăларса тăкаççĕ. Çакăншăн мана, ял тăрăхĕн пуçлăхне, штраф та тÿлеттереççĕ.
— Айăплисене мар, сире явап тыттараççĕ-и?
— Ун пекки те пулать. Паллах, чăн айăплисене тупса палăртма тăрăшатпăр-ха. Хăшĕсем намăса туйса аванмарланаççĕ, теприсем чăркăшланма пăхаççĕ.
Хулара каяша утилизацилесси — çивĕч ыйту. Ялта аплах пек мар-ха, апат-çимĕç каяшĕсене кунта хуçалăхрах вырнаçтараççĕ: выльăха çитереççĕ.Анчах ытти ăпăр-тапăра вăхăтра тирпейлемесен вăл таврана та, çут çанталăка та сиен кÿрет. Инкек патне çитмелле ан пултăрччĕ, çавăнпа вырăнти хуçалăхсемпе ял тăрăхĕсен ертÿçисен çирĕп йĕрке тытса тăмалла тата шкул ачисемпе çамрăксене, çавăн пекех çитĕннисене те экологи воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлемелле.
Тимĕр АКТАШ.
Çаврăнăçуллă пулма
самани хăй хистет
Источник: "Хыпар"