26 мая 2017 г.
_ Тăххăрмĕш теçеткене капашнă Н. Матросовпа П. Попов паянхи кун та библиотекăпа çыхăнура пулнишĕн савăнмалăх пур,_ тет Аслă Чементи вулавăш хуçи Л. Ежова. _ Ватăсем ытларах ĕлĕкхи пурнăç çинчен вулама юратаççĕ. Чăвашла кĕнекесене кăмăллаççĕ. Чун ăшши, кăтартуллă пурнăç, туслăх килĕшет вĕсене. Л. Казанцевăпа Т. Никифорова та _ кĕнеке тусĕсем.
Библиотекарь ытти 200 ытла вулаканпа та пỹрне хуçса шутланă пек паллаштарма пултараять. Е. Ежова, К. Селиверстрова, М. Кошелева, Е. Волкова кун сиктерсе çỹреççĕ библиотекăна. Ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерет Л. Ежова. "Читаем детям о войне" акци кăмăла кайрĕ çитĕнекен ăрăва. Паянхи мирлĕ пурнăçшăн алла хĕç-пăшал тытса çапăçнисене аса илчĕç. "Ачасем валли сасăпа вулатпăр" акци вăхăтĕнче ача садĕнчи А. Фролова тата С. Мрелькина воспитательсемпе библиотекарь пĕчĕккисене юмахсем вуласа савăнтарчĕç.
Ĕçлес тесе ĕçлесен çанă тавăрмалăх пур вулавăш ĕçченĕн. Тăван ял 420 çул тултарнине уявлама хатĕрленеççĕ. Кунтан айккине юлмастех ĕнтĕ фольклор ушкăнĕ. Юрри-сăввине палăртма пуçăннă.
Вулавăш ĕçченĕсем професси уявне районти тĕп библиотекăра паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, социаллă партнерсем тата ыттисем саламларĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)