07 марта 2017 г.
Тĕрлĕ тытăмра палăрнă яшсемпе хĕрсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ. Пирĕн районтан çак чыса тивĕçнисем 30ăн. Вĕсен хушшинче Аслă Чементи вăтам шкулти М. Япарова тата Р. Сулагаев вĕренекенсем те пур.
11 класра ăс пухакан Мария шкулта пур предметпа 5 паллăпа кăна вĕренет. Акăлчан тата вырăс чĕлхи, обществознани тата физкультура предмечĕсене килĕштерет. Интересĕсем тĕрлĕ енлĕ унăн. Пĕрле вĕренекенсемпе вĕсем волонтер пулса нумай ĕç туса ирттереççĕ: шкулти юсав ĕçĕсене хутшăнаççĕ, палăксене пăхса тăраççĕ, ватă енне сулăннă çынсене пулăшаççĕ. Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов йĕркелекен акцисене хастар хутшăнать хĕр. Районти акăлчан тата вырăс чĕлхипе иртекен олимпиадăсенчен лайăх кăтартусемпе таврăнать.
Маша хаваспах "Ассорти" ташă ушкăнне çỹрет. Спортпа та туслă. Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче иртнĕ "Эпĕ _ Раççей гражданинĕ" конкурсра чи лайăх 5 ача шутне кĕрсе республика чысне хỹтĕлерĕ.
Радик вара 10 класра вĕренет. Вăл уйрăмах спортра пысăк çитĕнỹсем тăвать. Юлашки 4 çул районти физкультурăпа иртекен олимпиадăра малти вырăнсене йышăнать. Республикăри ăмăртусенче те палăрать. Ф. Краснова призĕшĕн чупса пĕрремĕш, Чăваш Республикин кубокĕшĕн иккĕмĕшпе виççĕмĕш, М. Игнатьев кубокĕшĕн йĕлтĕрпе ăмăртса виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕ. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенче командир пулса хăйне лайăх енчен çеç кăтартать. Лайăх вĕренекенскер биологипе, историпе, обществознанипе иртекен конкурссене хастар хутшăнать.
Машăпа Радик республикăри çамрăксем хушшинче иртнĕ "Ялти профессисен парачĕ" фестивальте çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕç.
Н. КОШЕЛЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)