Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пусран тенкĕ тума çăмăл мар

27 января 2017 г.

Хирте тыр-пул çитĕнсен кашнин чунĕ савăнать. Турханти "Хастар" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çак тĕллевпех ĕнтĕ йывăрпа пулсан та пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварма тăрăшаççĕ. Минераллă удобрени сапайманран, кĕрхи çĕртме те туса хăварманран тухăçĕ питех савăнтармасть вĕсене. Пĕлтĕр, акă, пĕр гектартан 11 центнер тĕш-тырă тухнă. Тислĕк тăкас _ витесем пушă. Ĕне ферминче пушар пулнă хыççăн пысăк выльăха ĕрчетсе яма ниепле те вăй çитереймерĕç. Иртнĕ çулсенче сыснасем усратчĕç-ха, анчах ăна та Африка чуми сарăлас хăрушлăх пирĕн регион еннелле çывхарма пуçласан пĕтерме тивнĕ. Ыйткалакана çил хирĕç мар-и?

_ Хуçалăхра йывăрлăхĕ- сем çителĕклех. Çур акине технологипе килĕшỹллĕн ирттерсе хăварма кредит илес тесен те пирĕн салука хума çĕнĕ техника çук тата кăтартусем те пĕчĕк. Çавăнпах ĕнтĕ правлени членĕсемпе, активисчĕ- семпе пухăнса канашлатпăр та пĕрле килĕшсе татăлса яваплă тапхăра ирттерме хамăр укçасене хыватпăр. Каярах ăна тырăпа, утă-улăмпа е укçапах тавăратпăр. Турхан çĕрĕ çинче пиçен-мăян ан кашлатăр, ял çыннисем ют тăрăхра тырă, выльăх валли çимелли шыраса ан çỹреччĕр тетпĕр, _ тет В. Косойкин ертỹçĕ. Валерий Викторович ертỹçĕре 2014 çултанпа вăй хурать. Лару-тăру маларахах йывăрланнăччĕ. Çавăнпа та темле чуна парса тăрăшсан та паян кооператива ура çине тăратма çăмăл мар. Техника паркĕнчи тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕр-сем кивĕ, вĕсене май пур таран юсавлă тытма тăрăшаççĕ. Халь ертỹçĕне çур аки ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем тупасси пăшăрхантарать.

Тухăç еплерех пуласси вăрлăхран нумай килет, анчах татах пахалăхлине туянма укçа-тенкĕ хĕсĕкрех. "Малалла" тата "Труд" хуçалăхсенчен илнĕ-ха, пĕрех çителĕклĕ мар. Ирĕксĕрех массăллă репродукцине куçнинех никĕсе хываççĕ.

_ Пирĕн тăрăхра унччен вика тата люцерна вăрлă- хĕсене туса илессипе аван вăй хунă. Юлашки çулсенче курăк вăррине ыйтнине шута илсе кăçал вĕсемпе ĕçлес тетпĕр. Çавăн пекех 400 гектартан кая мар пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварма палăртнă, _ тет сăмаха тăснă май В. Ко- сойкин.

"Хастар" хуçалăха 176 çын хăйсен çĕр пайĕсене панă. Вĕсене килĕшỹпе пĕр центнер тырăпа тата утă- улăмпа тивĕçтереççĕ. Ытларах уйăрма тухăç пĕчĕкки чăрмантарать.

Кооперативра кадр ыйтăвне çийĕнчех татса пыраççĕ, çакă савăнтарать. Тивĕçлĕ канăва кайнисем те, çамрăкраххисем те хуçалăх ĕçĕнчен пăрăнмаççĕ. Ака умĕн вăрлăхсене тирпейлеме, никĕсе хывма кам-кам хутшăнасси те паллă. Шалăвĕ пысăках пулмасан та выльăх-чĕрлĕх усрама тырă пулать. Çавăн пекех паян-ыран пенсие каякансен, ĕç ветеранĕ ята илме стаж çитменнисен хуçалăх пулмасан ăçта тар тăкмалла? Тỹрех Мускава е ытти хулана тухса каяймăн. Пусран тенкĕ тума çăмăлах мар пулин те кооперативра тăрăшакансем хуçалăха салатса ярас мар тесе тăрăшаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика