13 января 2017 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çавна май пире чун парнеленĕ ырă çыннăмăрсем, вĕсен шăпи, тĕпренчĕкĕсем пирки "Авангард" хаçат страницисенче материалсем сахал мар пичетленĕç. Паян вара вулаканăмăрсене çемье шăпи, çын ăраскалĕ, тĕлĕнмелле тĕл пулу пирки паллаштарăпăр. Аслă Чементе пиччĕшĕпе йăмăкĕ 50 çултан пĕр ытама лексе пĕр-пĕрин чĕри таппине туйнă...
Умĕн калани
Çак тĕлĕнтермĕш истори çур ĕмĕр каялла аякри Иркутск облаçĕнче пуçланнă. 1967 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче çил-тăманлă çанталăкра самолет Чунски районĕнчен аякра вырнаçнă вăрман хуçалăхĕнчен халь-халь çуратакан хĕрарăма тĕп больницăна илсе çитернĕ. Врачсем çав тери тăрăшсан та Зинаида Андреевна Алешевăна çăлса хăварайман. Ку çеç те мар, тин çуралнă йĕкĕрешсенчен пĕрин, арçын ачан, пурнăçĕ татăлнă. Хĕрачан вара Турă çырнă кунĕсем пулнă, ăна Иркутск хулинчи ачасен çуртне ăсатнă. Аленăсăр пуçне килте тата виçĕ ывăл _ Валера, Миша, Андрей амăшĕсĕр тăрса юлнă. Çемье пуçĕ _ Аслă Чемен ялĕнче çуралса ỹснĕ Леонид Васильевич Алешев _ "Чунский" вăрман хуçалăхĕнчи "Тайшетлес" комбинатра лесник пулса вăй хунă. 1968 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче тепĕр пысăк хуйхă йăтăнса аннă, 39 çулхи Леонид Васильевичăн чĕри йывăр чире пула тапма чарăннă. Ăна пытарма пырсан виçĕ арçын ачана асламăшĕ, Мария Алексеевна тата ашшĕн тетĕшĕ Анатолий Васильевич аякри Чăваш Ене, Аслă Чемене илсе килнĕ.
Ĕмĕте пурнăçа кĕртнĕ
...Унтанпа нумай çул пĕрин хыççăн тепри черетленнĕ. Тăлăх ачасене пăхса ỹстерме ялти пĕтĕм тăванĕ пулăшнă. Аслисем, Валерăпа Миша, çемье çавăрнă. Валера Улатăр районĕнчи Киря поселокĕнче, Миша Хакассинче мăшăрсемпе пурăнаççĕ. Шел, кĕçĕнни _ Андрей _ 15 çулта чухне хыпарсăр çухалнă. Аленăна тăванĕсем асран та кăларман, манман та. "Жди меня" передачăна темиçе хутчен те пулăшу ыйтса çырнă. 2015 çулхи ноябрь уйăхĕнче тинех Валера передачăра тухса калаçнă. Анчах çакă та йĕр çине ỹкме пулăшайман. "Чебоксарские новости" хаçатра корректор пулса ĕçлекен икĕ сыпăкри аппăшĕ, ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ З. Никитина вара 2016 çулхи апрель уйăхĕнче Иркутск обла-çĕнчи "Чунский вестник" хаçата йăмăкне шыраса тупма пулăшма ыйтса çыру çырнă. Алешевсем пурăннă Червянка ял пуçлăхĕ А. Рукосуев Зоя Анатольевна патне шăнкăравласа янă, шыравра пысăк пулăшу панă. Александр Сергеевич каланă тăрăх, Алена çинчен çак тăрăхра никам та илтмен. Анчах та Леонид Васильевича пĕлекенсем тупăннине, ăна ырăпа аса илнине, вăрман хуçалăхĕнче пĕрле ĕçленĕ В. Шакура унăн хĕрне усрава илме пултарнине пĕлтернĕ. Шел те, ку хыпар та тỹрре тухман. Хăйсен ятне пĕлтерме кăмăл туман çынсем Иркутск облаçĕнчи Ангарск хулинчи Анатолийпе Тамара Мериновсем патне çитме сĕннĕ, Мериновсене пĕлекенсем тахçанах вилнине каланă. Тăвансем пуçа усман, йăмăкне малалла шыранă, ăна тупасса шанса Зоя Анатольевна Ангарск хулинчи "Время" хаçата çыру тата Леня тетĕшĕн çемйипе ỹкнĕ фотине янă. Тăванĕ Аленăна шыраса тупса 50 çулхи юбилейпе саламлама ĕмĕтленнĕ. Декабрĕн 15-мĕшĕнче статья хаçатра кун çути курнă. Çакăнтан пуçласа "пăр" чăнахах та хускалнă!
Тăван тăварпа пиçнĕ çав...
Çак кун яланхи пекех, Аленăпа хĕрĕ, 31 çулхи Таня, ĕçре пулнă. Ирхи кỹлĕм Таньăна асламăшĕ шăнкăравланă, йĕре-йĕре аякри тăванĕсем Аленăна шыранине, хаçатра çырнисем амăшĕн пурнăçĕнчи самантсемпе тĕл килнине каланă. Таня ват çын каланă хыпара тỹрех амăшне пĕлтернĕ. "Юрать-ха, анне хыçĕнче лармалли кресло пурччĕ, унсăрăн вăл, тĕлĕнмелле хыпара тăрук илтнипе урайне тĕшĕрĕлсе анатчĕ", _ аса илет Таня. Унтан çийĕнчех амăшĕн пиччĕшĕ Валера патне Улатăра шăнкăравланă... Амăшĕн пиччĕшĕн сассине илтсен пырĕ те типсе ларнă, вăл аран-аран хăйне алла илсе "Сирĕнпе анне калаçасшăн...", _ теме çеç пултарнă. Шăплăх вăрăма тăсăлнă... "Тăна кĕрсен" 50 çул пĕр-пĕрин çинчен нимĕн те пĕлмен тăвансем сехет ытла калаçнă. Валерий Аленан Абаканта пурăнакан тепĕр пиччĕшĕ пуррине пĕлтернĕ. Çав кунах Чăваш Енти тата Ангарскри тăвансем хаваслансах скайппа калаçнă, пĕр-пĕрне курса тăранайман... Çапла вара Алена туххăмрах Ангарскра герой пулса тăнă. Пурте ăна саламланă, хăйне шыраса тупма пулăшнă хаçат редакцин тĕпелне интервью пама чĕннĕ.
Хирти тăлăх йывăç пек нумай-нумай пĕччен пурăннăскер, вăхăта сая ямасăр Алена Чăваш Ене килме декабрĕн 30-мĕшĕ валли билет туяннă. Çĕнĕ çула поездра кĕтсе илни те ăна хăратман. Аслă Чементи тăванĕсем _ Алешевсем, Едривановсем, Пузайкинсем, Капитоновсем, Ивановсем, Башмаковсем тата ыттисем те маларах аякри çывăх çыннине çул çине тухма укçа парса пулăшнă.
Чуна хумхантаракан тĕл пулу январĕн 2-мĕшĕнче пулнă. Аленăна Канаш станцийĕнче Шупашкарти, Ульяновскри, Улатăрти, Аслă Чементи тăванĕсем кĕтсе илнĕ, ăна чечек çыххисен айне тунă. Тăвансем пĕр-пĕринпе савăнса йĕнине курсан, никам та хумханмасăр пăхса иртеймен. Çак кунах Аслă Чементи Алешевсен килĕнче аякри тăванпа тĕл пулма, савăнăçа пайлама çывăх çынсем, кỹршĕ-аршă йышлăн пуçтарăнчĕç. Эпĕ те курни-илтнине юратнă "Авангард" хаçат вулаканĕсене пĕлтерес тесе унта васкарăм.
Тăвансене саламлама "Чемен" фольклор ушкăнĕ килсе çитрĕ, чăвашла, вырăсла юрăсем шăрантарчĕ. Аленăпа Валерăн ашшĕн юратнă "Под крылом самолета" юрă чылайăшне тыткăнларĕ. Пухăннисен умĕнче ял пуçлăхĕ Г. Медведев та тухса калаçрĕ. Курнăçу валли Алешев- сем фотостенд хатĕрленĕ.
Тĕлĕнмелле тĕл пулу саманчĕсене ỹкерме Чăваш телевиденийĕн журналисчĕсем те килсе çитнĕ. Тăвансем пĕрин хыççăн тепри интервью пачĕç, куççулĕ- сене пытараймасăр кăсăклă самантсем çинче чарăнса тăчĕç. (А. Енейкин тележурналист ха- тĕрленĕ сюжета январĕн 9-мĕшĕнче эфира кăларчĕç).
Мăшăрĕпе (вăл строитель пулса ĕçлет) Алена 32 çул килĕштерсе пурăнать. Вĕсен Таня хĕрĕсĕр пуçне 7 çулхи Катя мăнукĕ тата 30 çулхи Женя ывăлĕ пур. Женя Находка хулинче строительство мастерĕ пулса ĕçлет.
"Алена çуралнă чухне эпĕ 9 çулта пулнă. Вăл кун питĕ сивĕ тата тăманлă çанталăкчĕ. Алена чĕрĕ пулнине эпĕ сиснĕ. Çулсем иртнĕçемĕн йăмăка шыраса тупас туйăм вăйланчĕ", _ Валерăн сасси çак сăмахсене каланă чух чĕтренсе тухрĕ. Зоя Анатольевна тĕл пулăва хатĕрленсе йăмăкĕ çинчен чуна тивмелле сăвă вуланă чухне вара пурин те куçĕсем шывланчĕç.
Пĕр самантрах Алена ашшĕн йăмăкĕсене, 83 çулхи Санюк тата 81 çулхи Валя аппăшĕсене, икĕ сыпăкри 28 аппăшĕпе йăмăкне, тетĕшĕпе шăллĕне тата нумай-нумай тăванне тупрĕ. Текех пĕр-пĕринчен уйрăлмасса шансах тăраççĕ вĕсем.
Вулакана пĕлме
Аленăна çулталăк та 10 уйăхра, 1968 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче, чăнахах та Анатолийпе Тамара Мериновсем усрава илнĕ (Зоя Анатольевнăна Ангарскри ЗАГСран унăн çуралнă хутне те ярса панă), хăйсен тĕпренчĕкĕ пекех юратса ỹстернĕ. Кайран Мериновсем Аленăна Ангарск хулине илсе кайнă. Хĕрĕн амăшĕ çĕвĕç пулса ĕçленĕ. Алена унăн çулĕпе кайса çак профессине алла илсе пĕр вăхăтра çĕвĕçре вăй хунă, ашшĕ вара плотник пулнă. Чиперкке ашшĕпе амăшĕ тăван мар иккенне шутлама та пултарайман. Шел, вĕсем иккĕшĕ те пурнăçран ир уйрăлнă. Алена 25 çула çитсен амăшĕ, тепĕр çултан вара ашшĕ çĕре кĕнĕ. Усрав ача пулнине вăл 30 çулта чухне ăнсăртран пĕлнĕ. Мăшăрĕн амăшĕ ăна йăлтах каласа панă. Тĕлĕнтернĕ-и çакă ăна? Çук, пĕрре те! Хăвна пăхса ỹстернĕ çемье - чăнахах та чи çывăххи тата юратни пулнине ăнланнă вăл, çапах та хăйне çуратнă ашшĕ-амăшĕ çинчен пĕлес килни çулсем иртнĕçемĕн те хĕрарăма канăç паман. Çавăнпах вăл ачасен çуртне кайса килнĕ, анчах та ăна нимĕн те каламан.
Январĕн 10-мĕшĕнче Аленăна тăванĕсем Ангарска ăсатса ячĕç. Çак тĕл пулу юлашки марри пĕрре те иккĕлентермест. Çимĕке Алена Юшина тепĕр хут килме шантарчĕ, Чăваш Ен çав тери илемлĕ, кунта çанталăк лайăх пулнине палăртрĕ, пурăнма килме те хирĕç маррине каларĕ, хăнана йыхравларĕ. Хăйне çакăн пек ăшă кĕтсе илнĕшĕн савăннине тата тĕлĕннине пытармарĕ телейлĕ хĕрарăм.
Надежда КОШЕЛЕВА, "Авангард" хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)