29 ноября 2016 г.
Атте-анне халалĕ _ пин сумлăх, тенĕ авалтан ватăсем. Çакна ачасем патне çитерес, пĕрлех "Ачасем тата çемье" акципе килĕшỹллĕн Аслă Чементи ача садне аслă ушкăна çỹрекенсемпе А. Фролова воспитательница "Эпĕ тата манăн çемье" темăпа калаçу ирттернĕ. Кашниех кăмăлтан хутшăннă унта. Каласа памалли вара пурин те пурах. Çемьери юратăва, хăйсем патне тимлĕх уйăрнине туяççĕ пĕчĕкскерсем. Ỹс- сен ашшĕ-амăшĕ пекех сăпайлă, ĕçчен, пултаруллă, тавçăруллă, хастар пулас килет вĕсен. Ашшĕ-амăшĕн- чен ырă тĕслĕх илмеллине те палăртнă воспитательница.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)