22 ноября 2016 г.
Декабрĕн виççĕмĕшĕнче палăртакан Инвалидсен кунĕ умĕн Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи сывлăхран хавшакрах çынсем республикăри таса вырăнсене çитсе курма тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр вĕсем Улатăрти монастырьте пулнăччĕ. Кăçал Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи инвалидсен обществин председателĕ Е. Михайлова ертсе пынипе Аслă Чементе тата Тури Чакăра пурăнакансем инçе çула кĕскетсе Çĕрпỹри хĕрарăмсен монастырьне кайнă. Паломниксем чиркỹ историйĕ- пе паллашнă, курса çỹренĕ, çакăн пек тухса çỹрени чуншăн та усăллине палăртнă.
Ноябрĕн 18-20-мĕшĕсенче Туçасем те Серпухов хулинчи ("Неупиваемая чаша"), Оптина Пустыньăри (Оптинăри 14 çветтуйăн çĕрмен ỹчĕсене пуç тайма), Мускаври (сăваплă Матрона патне) сăваплă вырăнсене çитсе курчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)