15 ноября 2016 г.
Кун кĕскелсе, çĕр вăрăмланса пынăран ирлĕ-каçлă тĕттĕм, çавна май водительсене çулпа çỹрекенсене те курма йывăр. Тĕттĕм тум тăхăннă пулсан пушшех те асăрхама кансĕр. Çакна шута илсе ĕнтĕ иртнĕ çулхи июль уйăхĕнче çул-йĕр правилине улшăну кĕртрĕç. Çанталăк тĕксĕм тата курăнаслăх япăх чухне тумтир е ытти япала çинче çутта хирĕç çутатакан элементсем пулмалла.
Атте-анне пилленĕ чи хаклă пуянлăха _ пурнăçа _ упрасси хамăртан та нумай килет. Çул-йĕр правилисене пăсас марччĕ тата вĕсене шкулта, килте ачасене аса илтерсен те аван.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)