25 октября 2016 г.
Шăпах çак ыйтăва хускатма тăрăшрĕ Аслă Чементи вăтам шкулти Н. Кошелева учительница улттăмĕшсемпе черетлĕ класс сехетĕнче.
Малашлăх пурне те интереслентерет-çке. Професси суйласа илесси вара чи кăткăсси. Пĕрисен ашшĕ-амăшĕн çулĕпе каяс килет. Теприсене пачах урăххи илĕртет. Яла юлма кăмăллакан та пур. Хулара та хальхи пурнăçпа килĕшỹллĕ професси кирлĕ тата ытти те. Ыйтăвĕ çĕр те, хуравĕ вара пĕрре çеç кирлĕ. Çавăнпа класс сехетне Надежда Васильевна ашшĕ-амăшне те йыхравларĕ. Унта çĕнĕрен те çĕнĕ профессисем çинчен каласа пачĕ. Аслисем хăйсене кăмăла каякан ĕçсемпе паллаштарчĕç. Ял библиотекинче ĕçлекен Е. Ежова каласа панине те итлеме кăмăллă пулчĕ.
Пурте пĕрле професси суйласа илме пулăшакан видеороликсене пăхрĕç.
Юлашкинчен Н. Кошелева викторина ирттерчĕ. Унта Е. Ежова, К. Селиверстрова, С. Семенов палăрчĕç. Алла аттестат илсен пурнăç çулĕ çине тăма май паракан палăртнă тĕллевĕсем çуралчĕç ачасен.
Анчах унччен наука тĕнчине нумай шĕкĕлчеме тивет-ха.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)