05 августа 2016 г.
Çĕр çинче професси нумай. Пурте кирлĕскерсем вĕсем. Сывлăха çирĕплетекенни вара _ врач. Ачаран космонавт, учитель, артист пулас текенсем йышлă. Манăн вара çие шурă халат тăхăнас килет. Çынсене пулăшасшăн. Медицинăна пĕлни малашлăхра хамшăн та кирлĕ. Çемьере сывлăх сыхлавçисен династийĕ пырать. Камран тĕслĕх илмеллисем пурах.
Акă Турханти А. Кольцов участок врачнех илер. Ун пек пулсан мĕнле лайăх. Хăйĕн ĕçĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать. Хисепе çĕнсе илнĕскер, пурнăç çулĕ çине хăйĕн тăрăшулăхĕпе тăнă. Пулăшу ыйтакана нихăçан та хирĕçлемест. Чылайăшĕ ун пирки ылтăн алăллăскер, теççĕ. Пациентсене вăл эмелпе çеç мар, сăмахпа та сиплет. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать Анатолий Валентинович. Ахальтен мар ăна халăх "Çулталăк çынни _ 2015" хисеплĕ ят пама шанчĕ.
Мĕн тĕрлĕ мероприяти ирттермест-ши тухтăр? Донор кунĕнче волонтер эпĕ те пулнăччĕ. Флешмоба чылайăн хутшăнчĕç. Кĕвĕ çеммипе ташша кĕрсе пычĕç.
Анатолий Валентинович шкулта вĕренекенсене пирвайхи пулăшу мĕнле памаллине хăнăхтарать. Пурнан пурнăçра çакă питех те кирлĕ.
Р. ПЛАТОНОВА, Аслă Чементи вăтам шкул выпускникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)