10 февраля 2016 г.
Юратнă хаçатăн юбилейĕ çитнĕ май ача чухне унта пичетленсе тухнă заметкăсене алла илтĕм. Пĕрремĕшĕ 1980 çулта, 5 класра вĕреннĕ чухне кун çути курнăччĕ. Унта пионерсем ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ хыççăн концерт лартнине çырнăччĕ.
"Авангардпа" паянхи кун та çыхăну тытнинче аннен _ Л. Капитонован _ тỹпи пысăк. Хăй те хаçатпа туслă пулнăран, малтанхи утăмсене тума шăпах вăл пулăшнă мана.
Пĕр касра пурăнакан тус-юлташпа _ С. Медведевăпа (Кошкина), Н. Алешевăпа, С. Семеновăпа (Никитина) ăмăртса тенĕ пек шăрçалаттăмăр заметкăсене. Шкулта мероприяти пулать, пурин çинчен те çыраттăмăр. Пионер, комсомол организацийĕсем, сылтăм флангри отрядсем, кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пухасси тата ытти те. Мĕнле пуян та кăсăклă пурнăçпа пурăннă эпир 80-90-мĕш çулсенче. Заметкăсене хальхи пек электрон почтипе мар, конвертпа почта урлă яраттăмăр. Гонорар тỹлетчĕç. 60-шар пус. Уншăн мĕнле хĕпĕртенĕ.
Хаçатпа туслă пулни мана 8 класра Пĕтĕм Союзри "Орленок" пионер лагерьте канма, нумай çĕнĕ тус-юлташ тупма пулăшрĕ. Лагерьти кунсем пурнăçри пĕр страница çеç пулсан та нихçан манăçми тапхăр.
"Авангардпа" туслашни 2000 çулта Чăваш наци Конгресĕн тăваттăмĕш пухăвне илсе çитерчĕ.
Юратнă "Авангарда" кашни эрнерех чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Районти тата республикăри хыпарсене пĕлни, пултаруллă та матур çынсемпе паллашни, усăллă канашсем вулани, паллах чуна пуянлатать, пурнăçра пулăшса пырать.
Хаçатра тарават та ăшă кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Маларах В. Мальцева, А. Салмин, З. Александрова, Н. Ларионов, хальхи вăхăтра А. Астраханцева, Н. Мазякова, О. Павлова, А. Егорова ырă сĕнỹсемпе пулăшсах тăраççĕ. Çын савăнăçне пайлама, хуйхине пусарма та пĕлеççĕ вĕсем. Хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн профессионал пулни пĕрре те иккĕлентермест. Çакна кăçалхи пичет кунĕнче илнĕ республикăри диплом тата ытти конкурссенче мала тухнă Хисеп хучĕсем те çирĕп- летеççĕ. Çỹлерех асăннă юлташсене тата мĕнпур хаçат ĕçченĕсене, обществăлла корреспондентсене юбилей ячĕпе саламласа малашне те пысăк çитĕнỹсем, çирĕп сывлăх та телей сунатăп.
Юратнă хаçат "Авангард",
Вулаканшăн чăнахах.
Чун апачĕ эс пулан,
Чĕререн сана тавах,
Эп калатăп кăмăлтан.
Çуралнă кун ячĕпе
Саламлатăп эп паян.
Хăвăн ĕçỹ-хĕлỹпе,
Савăнтар пире ялан.
Пултăр çивĕч сăмаху,
Пултăр çут пуласлăху,
Тиражна ỹстер ялан,
Пулĕ вара йăлт аван.
Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)