12 декабря 2015 г.
Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Аслă Чемен шкулĕнче Аслă Аттелĕх вăрçинче çапăçнă 7 вĕрентекен ĕçленĕ. Вĕсем - Н. Бахмисов, К. Бахмисов, В. Атитанов, К. Михайлова, А.Тарасов, П. Парусов тата Т. Матросов. Паян манăн вулакансене вĕсенчен пĕринпе, Тури Чакă ялĕнче 1918 çулхи февраль уйăхĕнче çуралнă Т. Матросовпа паллаштарас килет. 1940 çулта Тарас Александрович Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Çĕньялти 7 çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ. Кунтах вăл мăшăрĕпе, Упамса хĕрĕпе, З. Лескинăпа паллашнă. Çак çулхи чỹк уйăхĕнче вĕсем çемье çавăрнă. Каччăн вăрçăри пурнăçĕ, паттăрлăхĕ çинчен юратнă мăшăрĕ патне çырнă çырусемпе открыткăсенчен тата дневникран пĕлме пулать. Хĕрлĕ Çар ретне каччă1941 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче тăнă. Çак кунтан пуçласа Тарас Александрович дневник çырса пынă. Шăрçа пек илемлĕ почеркпа, таса та йăнăшсемсĕр (грамотно) вырăсла çырнă аса илỹсене вуласан чун сỹ! туса каять.
Ытти 38 каччăпа юнашар Тарас Александрович салтак пурнăçне 1941 çулхи пуш уйăхĕнче Украинăри Львов хулинче пуçланă. Унтан ăна Киеври артиллери училищине вĕренме янă. Июнĕн 22-мĕшĕнче пурне те тревогăпа тăратнă. Нимĕçсем пĕр чарăнмасăр лагере бомбăсем пăрахнă, пулеметпа пенĕ. Каçхине присяга тытнă хыççăн салтаксем çапăçăва хатĕрленнĕ. Яровая хули çывăхĕнчи хаяр çапăçусенче Тарас Александрович пĕрремĕш хут аманнă, пуля унăн сулахай пĕççине кĕрсе ларнă. (Çак пульăпа вăл виличченех çỹренĕ). Лозовая тата Славянск хулисенче сипленнĕ хыççăн салтака тыла, начальник пулма ярасшăн пулнă, анчах та вăл килĕшмен, çапăçу хирне васканă. Октябрĕн 14 - 31-мĕшĕсенче вĕсен артиллери полкĕ Ворошиловград облаçĕнчен пуçласа кунне 50 - 70 çухрăм çуран утса малалла талпăннă.
Чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕнче вĕсен 213-мĕш артиллери полкне Белая Калитва хулине илсе кайнă. Кунта салтаксем концерт лартса панă, тĕрлĕ наци юррисене юрланă. Чỹк уйăхĕ сивĕ те çумăрлă тăнă. Салтаксем çуллахи тумпа çеç пулнăран нумайăшĕ чирленĕ, вĕсен шутĕнче пирĕн ентеш те. 1942 çулхи февраль уйăхĕнче вĕсен полкĕ Ростов облаçĕнчи 68-мĕш морской бригадăна пулăшма çитнĕ. Кургана ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура пысăк çухатусем тỹснĕ. Нумай нимĕç салтакне плена илнĕ пирĕн салтаксемпе офицерсем, анчах та Кургана тăруках илеймен. Пĕррехинче, пуш уйăхĕнче огневой позици валли окоп чавнă чухне, Тарас Александровичăн расчечĕ шпион тытса килнĕ. Унăн сумккинчи картта çинче пирĕннисен огневой точкăсем, дотсем (Долговременная огневая точка) тата дзотсем пулнă. Ку нимĕçсемшĕн питех те хаклă информаци пулнă. Шпиона çийĕнчех персе пăрахнă. Çак ĕçшĕн тепĕр кунне Тарас Александровичпа юлташĕсене командовани тав тунă. Фашистсем самолетран листовкăсем пăрахни пирки те çырать салтак. Вĕсенче нимĕçсем пирĕн салтаксене хăйсен енне куçма чĕнсе каланă, лайăх пурнăç, ĕç тупса пама, вĕсен пурнăçне хăтарма, çемье çавăрма ирĕк пама шантарнă.
Июлĕн 30-мĕшĕнче паттăр салтака иккĕмĕш хут амантнă, хальхинче сулахай аллине.
Çав тери йывăр пулнă вăрçăра. Тăшман пульли айĕнче çỹрекен салтак кашни самантрах вилĕм аллине лекме пултарнă. 1942 çулхи августăн 10 - 12-мĕшсенче, кунĕпе те çĕрĕпе хăмăшсем хушшинче, выçă пурăннă. Августăн 13-мĕшĕнче старик ентеше Новопятигорск хулине килне илсе кайнă. Апат çитернĕ. Питĕ хăрушă пулнă салтака килте пытарса усрама. Нимĕçсем "Русь солдат бук - бук. Мы и тебя расстреляем", _ тенĕ. Çавăнпа 2 каç çывăрнă хыççăн старик ăна вăрттăн хăрушсăр вырăна илсе тухнă.
Малалла дневникне кашни кунах çырайман Тарас Александрович. Малашне те тимиçе хутчен те вилĕме хирĕç тăнă вăл.
1943 çулхи январь уйăхĕччен ентеш Ставрополь крайĕнчи Горячеводск районĕнчи Юца ятлă хуторта пурăннă. Январĕн 10-мĕшĕнче хутора Хĕрлĕ Çар чаçĕ килсе çитнĕ. Çак кун чи савăнăçлă кунсенчен пĕри пулнă Тури Чакă каччишĕн. Кунран-кун çĕршыв хỹтĕлевçисем тăшмана пĕр чарăнмасăр хăваласа малалла талпăннă.
Хăйĕн дневникĕнче Тарас Александрович ăçта çапăçусем пынине, ăçта чакнине, юлташĕсен тата командирсен ячĕсене йăлт тĕплĕн çырса пынă. Май уйăхĕнче Тарас Александровича штаб батарейинчен тепĕр взвода куçарнă.
Июлĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕшĕн чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - Курск пĕкки патĕнчи çапăçу пуçланнă. Нимĕçсем наступленине кайнă. Тупăсем пенĕ, пуç тăрринче фашистсен самолечĕсем хаяррăн кĕрлесе иртнĕ. Нимĕçсене хĕссе тăшмана пĕр чарăнмасăр хăваланă, тăшманăн нумай атакине сирнĕ. Курск, Белгород, Тамбов, Рязань, Калинин, Витебск...
Дневникра 1944-мĕш çулта çырнисем сахал. Вĕсен эшелонĕ хăçан тата ăçта чарăнни, Польшăри, Латвири тата Литвари ялсемпе хуласене нимĕçсенчен тасатнă пирки кĕскен çырнă. Пĕчĕк çеç, анчах самаях хулăн блокнотра, калăн, пĕр ĕмĕр пурнăç вырнаçнă. Нумай тỹсме тивнĕ ăна, тем тĕрлĕ çапăçусенче те пулнă паттăр салтак. Темле йывăр пулсан та чăтнă, ахлатман, пирĕннисем çĕнтерессе шаннă, ĕненнĕ.
Вăрçăран таврăнсан, блокнотра çырнисене хулăн тетрадь çине куçарма та ỹркенмен фронтовик. Тен, çухаласран, тен, кунта çырнисем сарăхса курăнми пуласран хăранă вăл. Анчах та çак блокнот уншăн çав тери хаклă та пĕлтерешлĕ пулни пирки иккĕленмелли çуках çав. Ăçта кăна пулман пуль халь те тĕтĕм шăршă кĕрекен блокнот, хăйĕн çумĕнчен пĕрре те яман ăна артиллерист. Çĕнтерĕве Т. Матросов Латвире кĕтсе илнĕ.
Вăрçă тата ĕç ветеранĕ 11 орденпа медале тивĕçнĕ.
Тăван яла Тарас Александрович 1945 çулхи чỹк уйăхĕнче таврăнать, мĕн пенсие тухиччен шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Вăрçăри хурапа шурра сахал мар тутанса пăхнă ветеран унтан таврăнсан та мухтанман, çав тери сăпайлă та тирпейлĕ пулнă. Тарас Александровичăн чĕри 1988 çулта, йывăр чире пула тапма пăрахнă.
Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)